New
Хӗрачи пуҫне ҫӗкленӗ те: «Анне, мӗншӗн йӗретӗн?», — тесе ыйтнӑ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӑл, утса пынӑ хушӑрах, темшӗн-ҫке, тутӑрӗ вӗҫӗпе куҫне шӑла-шӑла илнӗ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пӗрремӗш хут!

Пӗчӗк хӗрне ҫынсен куҫӗ умӗнче урампа шкулалла ҫавӑтса кайма ӑна мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулнӑ!
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫапла, вунпилӗк ҫул каялла вӑл ҫиччӗри ачине, сӗтел ҫӳллӗшӗнчен кӑштах кӑна иртнине, ҫакӑн пекех уяр кун пӗррехинче килте мӗн пуррипе таса тумлантарнӑ, тутлӑ апат ҫитернӗ, вара аллине ҫумка тыттарнӑ та урама ҫавӑтса тухнӑ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Амӑшӗ паян ирхине ӗҫе юри тухмарӗ, унӑн хӗрне чи малтанхи хут хӑйӗн пуҫтарса ӑсатса ярас килчӗ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ӑна вӗрентме мар, хӑйӗн паян юлташӗ-тантӑшӗсемпе пӗрле шкула вӗренме каймалла пек туйӑнать, вӑл кая юласран шикленет.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Анне, хӑвӑртрах! — тет Ирина тӗпелте апат хатӗрлекен амӑшне.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пӳрт ҫумӗсемпе, ешӗл ҫерем тӑрӑх, таса тумланнӑ ачасем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн шкул еннелле ирте-ирте каяҫҫӗ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Чуна та ырӑ.

Ҫанталӑк ытарма ҫук илемлӗ!
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ирина чӳречерен урамалла пӑхать.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ, сентябрӗн пӗрремӗш кунӗ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӑл вара, ӗҫлеме тытӑничченех, пуҫланас ӗҫӗ кичем пуласран хӑранӑ…
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫук, Иринӑна конференци килӗшмен.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Тен, хам вӗрентсе курманран ҫапла туйӑнать?»
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
«Мӗнле капла, — шухӑшланӑ вӑл, — колхозниксем кӗлте ҫыхаҫҫӗ, авӑн ҫапаҫҫӗ, тырӑ турттараҫҫӗ, хӗрӗсем ӗне сӑваҫҫӗ, сысна пӑхаҫҫӗ — кирек хӑш ӗҫӗ те вӗсен темле чӗррӗн, хаваслӑн пулса пырать; кусем пур — шухӑшлакан, ӗмӗтленекен, хӑйсене кура ӗҫлекен, ачалӑхне пула вылякан-иртӗнекен чӗрӗ чунсем ҫинчен, вӗсене вӗрентсе ҫитӗнтересси пирки — акӑ халӗ: «Вӗрентессипе ӗҫе хӑнӑхтарассине тахҫанах… кхм… тахҫанах…», — текелесе, сӑмахне тӑстарса пуҫласа яракан учитель пек, ҫывӑрас килмен ҫӗртен куҫа хуптармалла кичем калаҫаҫҫӗ.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен каласа паракан нумай ҫул вӗрентсе пурӑннӑ учительсем питӗ кичем калаҫнӑн туйӑннӑ ӑна.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Тӳрех калас пулать, Ирина ҫутӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗ тунӑ вӑрӑм докладне те, содокладне те, вӗсем хыҫҫӑн сӑмах тухса калаҫнисене те ытла тӑнласах кайман.
VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Район центрӗнче вӗсем пӗр кун, пӗр каҫ тата тепӗр кунне кӑнтӑрлаччен вӑхӑт ирттернӗ.