Corpus of the Chuvash language

New

Каварҫӑсем курбан байрам вӑхӑтӗнче кӗшӗлтетме пуҫлани Сафа-Гирее пӗрре те тӗлӗнтермерӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан утлӑ ҫарне вӑл Чапкунран туртса илсе Крымран килнӗ Кучакпа Шахкул улансен аллине пачӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей пуринчен ытла Кебякпа Ислам княҫсемпе, Сиди улан ывӑлӗпе тата вун виҫӗ ҫул каярах пӑлхав вӑхӑтӗнче вӗлернӗ Шакуровсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну тытать.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Булат Ширин кавар ҫинчен пуплесшӗн те мар, хан шучӗпе, вӑл кавара хӑй те хутшӑннӑ пек туйӑнать.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ кун каялла ӑна хулара кавар пурри ҫинчен систерчӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл каҫсерен пачах ҫывӑрайми пулчӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан кӑҫал курбан байрам умӗн ӗҫкӗпе ашкӑнмасть, вӑл кремльте ӗҫлӗ ҫынсене йышӑнать.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск ҫывӑхӗнчи бустан пӗтӗмпех хӑнасемпе тулса ларнӑ, арӑмӗсемпе ачисем валли те вырӑн ҫук унта.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шах-Мамай тӑванӗсем миҫен тата.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююмбике ашшӗн, ватӑ Юсуфӑн, хӑйӗн кӑна сакӑр ывӑл.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан утлӑ ҫарне илсе тухмасан та мӗн чухлӗ юлан ут пулать Сафа-Гирейӗн!

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курбан байрам ячӗпе Нухайран хуньӑшсем, мӗн пур тӑванӗсем килнӗ унӑн, паян-ыран Крымран ывӑлӗсем килсе ҫитмелле.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей кӑҫал та иртнӗ ҫулсенчи пекех хӑйӗн мӗн пур тӑванӗ-пӗтенӗпе улӑх тӑрӑх халӑх умӗнчен чыслӑн утса иртме ӗмӗтленет.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӗсене аякранах ҫул парать, пилӗк таран пуҫ тайса, ӑшра турра кӗл туса ӑсатать.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй питти ҫынсем пурте ут утланаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе ватӑраххисем ҫатан урапасем ҫинче ларса пыраҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ханпа ун ҫывӑх ҫыннисем Арск улӑхне пӗтӗм кил-йышӗпе, ачи-пӑчипе кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтах ҫӗр каҫать уяв халӑхӗ, апат пӗҫерет, унтах турра кӗл тӑвать.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм хула, пӗтӗм ханлӑх темиҫе эрнелӗх Арск ҫывӑхӗнчи анлӑ улӑха куҫать, шӗкӗр хула халь Хусан мар, ҫав Арск тейӗн.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутуҫсем таҫтан-таҫтан пуҫтарӑнаҫҫӗ вара: вырӑс купсисен хӑйсен вӑрӑм речӗ пур, тезицки купсасен хӑйсен пин лавкка, кунсӑр пуҫне сутуҫсем Цыстраханьтен, Ҫӗпӗртен, Нухайран, Крымран тата ытти ҫӗртен йышлӑн килсе тулаҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем тесен, вӗсем те питӗ ӗҫлӗ тапӑр вӑхӑтӗнче: иртен пуҫласа каҫчен ут ҫӳретеҫҫӗ (хӑйсен килӗнчи пек хулӑпа ҫаптарсан та утманнине мар, чӗлпӗре карт! туртмасӑрах ташласа пыраканнине!), ҫӑл шывӗ сутаҫҫӗ, тӑкӑннӑ утӑ-улӑма пуҫтараҫҫӗ, тӑм шӑхлич каласа киленеҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed