Corpus of the Chuvash language

New

Кил хуҫи карттусне тӑхӑнчӗ, пӗшкӗнсе ҫур ывӑҫа яхӑн хӑмӑл касса илчӗ, ӑна сулахай хулӗ хушшине хӗстерсе, пучахран пӗр шит ытларах аяларахра авса пӗтӗрчӗ, вара, хӑмӑла ҫурмалла уйӑрса, кӗлте ҫыххи турӗ те ӑна каҫалӑк пуҫне ҫӗр ҫине хучӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пуҫлар, пурте вӑйлӑ пулӑр, — хушса хучӗ Сахар юлашкинчен.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса-итлесе тӑракан ҫемье йышӗ те ҫаплах турӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эй, ҫӳлти аттемӗр, тыррине пухса кӗртме лайӑх ҫанталӑк, пире ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал пар, — терӗ те вӑл, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫурли ҫӑмӑл та ҫивӗч пултӑр, тырри-пулли тулӑх та перекетлӗ пултӑр, ҫан-ҫурӑм вӑй-халлӑ пултӑр.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар карттусне хывса сулахай хулӗ хушшине хӗстерчӗ те, пуҫне каҫӑртса, тӳпенелле пӑхса, ҫапла каларӗ:

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑмра, чи хӗрринче, Сахар, унпа юнашар — Тарье, малалла — Мирун, Вова, анапа анана уйӑракан касӑпа юнашар Сергей.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте ҫурпилӗк умне тӑчӗҫ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирунпа Сергей, лашине тӑварса, тилхепипе урапаран кӑкарчӗҫ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Амӑшӗ пепкине кӳме ҫине вырнаҫтарчӗ, ҫиелтен марлӗпе карса хучӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑкӑр ачине лайӑх чӗркесе тытнӑ амӑшне анма Сергей пулӑшрӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте сике-сике анчӗҫ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫитрӗмӗр, — тесе пӗлтерчӗ те Сахар, лашине ҫул хӗрринчен кӑштах аяккарах пӑрса тӑратрӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Янавар йӑнӑшмарӗ — ӗнерхи ҫурпилӗк тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑнчӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйсен ани патне ҫитеспе Сахар пӗр чӗнмесӗр пычӗ, лашине тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхам-ха тесе, тилхепине лӑнчӑ ячӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша малалла утса кайрӗ, Оля хапхана хупса юлчӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Выльӑхсене те кӗтӗве хӑваласа яратӑп, — хуравларӗ хӗрачи.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхсах тӑратӑп.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӑрӑнмастӑп, атте.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша тапранса кайиччен ашшӗ Ольӑна чӗнсе илчӗ те: — Хӗрӗм, ҫынсемпе пӗрле выльӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр та эпӗ киличчен шӑллусем патӗнчен ниҫта та ан пӑрӑн, — терӗ, ӑна пуҫӗнчен ачашласа.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed