New
Ырӑ этем кайӑк хур карталанса вӗҫсе кайнине курсан та савӑнать.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрсем шӑклаттарса утса пынине курсан, ун кӑмӑлӗ сисӗнмеллех ҫемҫелчӗ, ара, вӑл шӑлса тасатнӑ тротуарпа ӗҫченсем савӑнса утса ҫӳреҫҫӗ-ҫке.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Аллине шӑпӑр тытса, кӗрхи ҫулҫӑсене питӗ тӑрӑшса шӑлакан Хӗритун пичче хӑйӗн ӗҫне пӗтерчӗ те шӑпӑрне витри ҫине хучӗ, чикарккӑ чӗркерӗ, паҫӑртарах кӑна шӑлса тасатнӑ ҫулпа иртсе ҫӳрекенсене пӑхкаларӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Монтажниксен бригадирӗ грузчиксене: «Кусем машина анчах мар — ылтӑн» тесе асӑрхаттарсах тӑчӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ют ҫӗршывсенче туяннӑ машинӑсем те пур кунта.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Асӑрханӑр! Ку — ҫӳл енӗ!» тесе ҫырнӑ ещӗкӗсем ҫине.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсене пысӑк та сарлака ещӗксем ӑшне тирпейлӗ хурса илсе килнӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Иккӗмӗш фабрикӑна та часах хута ямалла теҫҫӗ — машина хыҫҫӑн машина вырнаҫтарса лартаҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Унта ҫип арлакан машинӑсем кӗрлени илтӗнет.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Строительсем ӑна маларах туса пӗтернӗччӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрринчине, Калинин урамне ҫывӑхраххине, виҫҫӗмӗш номерлӗ фабрика теҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Штукатурсемпе малярсем ӗҫленӗ чух хӑпарса анмалли чикмек-пусмисене, урлӑ-пирлӗ каркаласа тунӑ хӑми-юписене сӳтсе илнӗ ӗнтӗ — ҫип арлакан корпуссем ирхи хӗвелпе куҫа илӗртмелле ҫуталса, кӑмӑла ҫӗклемелле савӑнӑҫлӑ лараҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Йӗлмел хӗрупраҫӗпе ҫамрӑкӗсене Виктор Тиберев пирвайхи хут тӗл пулса калани тӗрӗсе килчӗ — ҫип арлакан фабрикӑсен стенисем кӗленче те алюмини.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫип арлакан пӗрремӗш номерлӗ фабрикӑпа юнашар тума тытӑннӑ тепӗр икӗ пысӑк корпус, пӑхсан ҫӗлӗк ӳкмелле ҫӳллӗскерсем, майӗпенех тӳпенелле кармашни ӗҫчен ҫынна савӑнтаратех ҫав.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Комбинат никӗсне хывнӑ ҫынсем хӑйсем те ӗҫрен киле таврӑннӑ чухне каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхаҫҫӗ, унта-кунта ҫӳллӗ пусӑ тарасине аса илтерекен крансем пуррине кура-кура хӗпӗртеҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Кӗскен каласан, кун каҫа утса тухмалла мар, курса ытарма ҫук чылай пысӑк хула пулса ларнӑ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, ҫичӗ-сакӑр ҫултах юмах-халапри пек пӗринчен тепӗри капӑр та ҫӳллӗ, анлӑ та ҫутӑ корпуссем хӑпартнӑ вӗт-ха кунта, Шупашкарӑн хӗвелтухӑҫ енче.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫурт тени — чӑваш хушшинче ҫӳрекен сӑмах кӑна.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсем ҫине ытарайми пӑхатӑн та шухӑша каятӑн: мӗнлерех эпир капӑр, кӗрсе тухмасӑр иртсе ан кайӑр, тенӗ пекех туйӑнать пушӑ уй-хирте ӳссе ларнӑ комбинатӑн ҫурчӗсем.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Этем ывӑл-хӗрӗн ӗҫчен алли туса лартнӑ ҫӳллӗ корпуссем хулан тепӗр хӗрринченех курӑнаҫҫӗ.