Corpus of the Chuvash language

New

— Ӑйӑра-а? — шак хытса тӑчӗ Ехвин.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь ӑйӑрна пар та, уйрӑлар.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, тусӑм, — терӗ ӑна, лешӗ чӗлӗмне чӗртсе ярасса та кӗтмесӗр, — тавах сана ҫӑкӑр-тӑваршӑн.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Калюков, чӗлӗм туртма тесе, Ехвине картишне чӗнсе кӑларчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн сӗтел хушшине хуҫасемпе пӗрле ларсах лайӑх кӑна ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑшшине хӑлха ҫунаттисене пӗҫертмеллех пара-пара, лайӑх кӑна исленчӗ вӑл унта, ҫӑвӑнчӗ, хырӑнчӗ, Ехвин арӑмӗ мӑртӑха-мӑртӑха ҫуса-тасатса панӑ тумтире тӑхӑнса ячӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашкинчен Калюков тӳсеймерӗ, хуҫаран мунча хутса пама ыйтрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апата сӗтел хушшине пӗрле ларма тивнӗ чухне кил хуҫи арӑмӗ йӗрӗннипе пуҫне айккинелле пӑра пуҫларӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи тумтир мӑрье тасатакан ҫыннӑнни пек хуралса пӗтрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вара, пӗчӗкскерӗнче, тем пек тӑрӑшсан та, стена ҫине ларнӑ, маччаран хӑйпӑна-хӑйпӑна анакан хӑрӑмпа вараланатӑнах.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех каласан, Ехвинӗн мунчинче.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрне ытла нушаланса пурӑнчӗ Калюков ҫак килте.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулак теҫҫӗ мана, темле класс тӑшманӗ теҫҫӗ… — текелерӗ Ехвин, ирӗксӗрех килӗшме тивнипе ӑшӗнче тарӑхса.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Актӗв та ялан тем шӑршлать ман килте.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аттуш кунта халь начальствӑ та, милици те пӗрехмай ҫӳрет.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ӗнтӗ, нумаях пурӑнас мар-тӑк…

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрле пӳртӳнте ҫӗр каҫӑп, кӑнтӑрла мунчара пытанма пултаратӑп…

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумаях пурӑнмӑп.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗп: кӗтнӗ хӑна мар эпӗ саншӑн, анчах халлӗхе ҫапла килсе тухрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗр тӗттӗм те, ҫын кирлӗ япалана пурпӗр курӗ, ӑна-кӑна пуҫ тавра ҫавӑрттарса пӑхӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed