Corpus of the Chuvash language

New

«Эппин, ку тӗле чугун ҫулпа та чиперех ҫитме пулать, — тавҫӑрса илчӗ Сӑпани, — Мӗтри хамӑр ӑҫта кайнине ҫын ан куртӑр тесе кӑна ҫапла ҫаврӑнса ҫӳрет».

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех вӗсем хайхи чугун ҫул урлӑ каҫса кайрӗҫ, тепӗр еннелле тата сехет ҫурӑсем утрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аран палӑракан сукмаксемпе, чӑтлӑхсенче нушаланса чылай утсан-утсан, Мӗтри каллех сулахая пӑрӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хыҫра разъезд ҫурчӗсем курӑнми пулсанах Мӗтри сулахаялла пӑрӑнса кӗчӗ, чугун ҫул майлӑ, Улатӑр еннелле утрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем пӗр пӗчӗкҫӗ разъездра анса юлчӗҫ те вӑрманпа ҫывӑхри яла кукӑркаланса каякан ҫулпа утрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак сӑмахсем Мӗтрие ҫырлахтарчӗҫ курӑнать, вӑл, чӑнах та, тек ӗҫ пирки те, ытти пирки те калаҫмарӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти пирки пӗртте ан пӑшӑрхан, мана, ялти тӗттӗм хӗрарӑма, чикӗ леш енчи мар, Йӗпреҫпе Канаш леш енче мӗн пулса иртни те кӑсӑклантармасть.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай кайса килер каяс ҫӗре, унтан эпӗ пӑртак уни-куни шухӑшлакалам, вара сана хамӑн шухӑша пӗлтерӗп, юрать-и?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, эпӗ хирӗҫ те, майлӑ та нимӗн каламарӑм-ха, — Мӗтри каллех ӗнерхи юрра пуҫласран сыхланса пӳлчӗ ӑна Сӑпани.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сан пурнӑҫна ҫӑтмахринчен ырӑрах тума та пултаратӑп эпӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иксӗмӗрӗн малашне пӗрлех пулмалла, Сӑпани, турӑ хӑй ҫапла ҫырнӑ пирӗн пирки.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хӑшпӗр шухӑшсене эпӗ чӑнласах каланӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпах сан пата аташса кӗрсе кайнӑ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӳсӗртерехчӗ эпӗ ӗнер, каҫпа хӑнасем килчӗҫ те…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑнӗнчен пӑл ҫӗрле пулса иртнишӗн пӑртак ӳкӗнни палӑрать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тен, эпӗ ӗнер ытлашширех те сӳпӗлтетрӗм пулӗ, каҫар, — терӗ вӑл Сӑпание ҫур ҫула ҫити пач чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулӗ пӗр-икӗ сехете ҫеҫ тӑсӑлмалла пулин те, Мӗтри иккӗшӗн валли, никам ан кансӗрлетӗр тесе, пӗр купе йышӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун, Мӗтри поварӗсем Сӑпани халиччен ҫисе курман темле тутлӑ та техӗмлӗ ҫимӗҫсемпе, пылак шерпетпе хӑналанӑ хыҫҫӑн, вӗсем ирхи пуйӑспа Улатӑралла тухса кайрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Сӑпани ирччен чиперех ҫывӑрчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тек никам та вӗҫертеймӗ ӑна тултан.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed