New
Чӑваш вара пур-ҫук тыррине сутма пасара кайнӑ (унӑн куланай тӳлемелле-ҫке, е урӑхла ӑна хырҫӑ-марҫӑ тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӳлмене хыртарнӑ, ӗнсене хыҫтарнӑ.)
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унтан хура кӗр ҫитнӗ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хура ҫӗр ҫинче ӗҫлекен хура халӑхӑн канмалли вӑхӑчӗ сахал пулнӑ…
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кунӗ-кунӗпе хирте ӗҫленӗ ҫынсем, тусанпа хуралса пӗтнӗскерсем, урапа айӗнче уйранпа пашалу ҫисе хырӑмӗсене улталанӑскерсем, килне таврӑнсан, хывӑнмасӑр-тумасӑр, вырӑн ҫине йӑваннӑ, ӳкнӗ-ӳкмен харлаттарма тытӑннӑ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫав ана ҫинче унӑн чӗлтӗр-чӗлтӗр тырӑ шӑтса ӳснӗ, ӑна, вӑхӑт ҫитсен, кӑчӑрт-кӑчӑрт ҫурла вырнӑ, каярахпа, йӗтем ҫинче, ӑнах пӑтӑлти-патӑлти тӑпачӑ ҫапнӑ, хӑлтӑр-халтӑр арман авӑртса ҫӑнӑх тунӑ — вара тинех хӗрарӑм ҫӑкӑр пӗҫернӗ, малтанхи чӗллине касса ачисене тыттарнӑ, кусем вара, урамра сиккеле-сиккеле, савӑнса, ҫав чӗлле пӗрне-пӗри кӑтартнӑ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сурпан пек ансӑр анине аран чӗркеленӗ вӑл, ывӑҫӗпе пӗрчӗ сапаланӑ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Чӑваш ҫатан пек ырхан лашипе, йывӑҫ акапуҫӑн шуйттан мӑйракипе ҫула шӑйӑрттарса, хирелле тухса тӑнкӑлтатнӑ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Анчах ҫакӑ вӑл, хӗл кунӗсене аран ирттеркелесе, хӗвеле пӑхма тухнӑ хура халӑха чунтанах савӑнтарнӑ, тетӗр-и?
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кирек ӑҫта та, каларӑм-ҫке, хальхи пекех, чӗрӗлӗх.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗвел хӗртнӗҫем хӗртетчӗ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унтан курӑксем, йывӑҫсем ешеретчӗҫ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хире тӑрисем, яла шӑнкӑрчсем вӗҫсе килетчӗҫ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗлӗпе выҫӑ улӑм ҫинче тӑрса касӑлнӑскерсем, типӗ курӑка курнипех, савӑнса сиккеле-сиккеле илетчӗҫ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хальхин пекех, сивӗсем иртсен, пӗчӗк ҫырмасем тӑрӑх шанкӑртатса шыв юхма тытӑнатчӗ, сӑртсем улаланатчӗҫ, вӗсем ҫине — пӗлтӗрхи курӑк ҫитерме — эпир ҫара уран хамӑрӑн ӗнесемпе сурӑхсене хӑваласа тухаттӑмӑр.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ура айӗнче курӑк пулсан, ҫыннӑн — выҫӑскерӗн те — ӗмӗчӗ ҫуралнӑ, темелле.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ҫӑва тухсан, ҫӗр ӑшӑнсан, вӑл симӗспе витӗнсен?…
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ку вӑл хӗлле, хӑвӑр каларӑш, шӑннӑ-хытнӑ ҫӗршыв шурӑ пирпе витӗнсе выртнӑ вӑхӑтра, тейӗпӗр, — малалла татах калаҫтарасшӑн пулчӗ ӑна Анастасия Михайловна.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Чӑвашӑн килкарти хӗлле, шӑннӑ-хытнӑ ҫӗршыв шурӑ пирпе витӗнсе выртнӑ вӑхӑтра, ҫапларах курӑннӑ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Картаран пӳрт алӑкӗ умнелле тӑвӑр сукмак выртнӑ, вӗрлӗк хапхана юр хӳсе кайнӑ, уншӑн эпир, ача-пӑчасем, питӗ савӑнаттӑмӑр — ярӑнма инҫе ҫӳремелле марччӗ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сурӑхсемпе пӗрле тата чӑхсем чавкаланнӑ, вӗсем патнелле ҫерҫисем хӑра-хӑра сиккелесе пынӑ.