Corpus of the Chuvash language

New

Пиншакне тӑхӑнчӗ, сапаланчӑк ҫӳҫне майларӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хурал пӳрчӗ патнелле ҫывхарарахпа, Нина чарӑнса тӑчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, сире, тепӗр чухне ним каласа сӑмах тупмалла мар…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, сире те ҫав, ӑну-пуҫу…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, хӑв та ним систермесӗр-тумасӑр тахҫанччен ҫӗтсе ҫӳретӗн те.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ дояркӑсем те, хӗр-тантӑшусем, сана кӗтсе, паҫӑртанпах лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сыппа пырӗ.

Атя-ха, атя, хам пата, хурал пӳртне, ӑшӑ сӗт ӗҫсе ӑшӑнӑн.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эс пур… пӳрнӗ телее сума сума чухламастӑн.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ыттисем, ав, хӑшӗ-хӑшӗ, ҫав инкеке тупасшӑн хӗлӗн-ҫӑвӑн пульницан-пульницан ҫӳреҫҫӗ, эмел ӗҫсе сипленме тӑрӑшаҫҫӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Савӑнмалла сан уншӑн, тупата!..

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Шӗшлӗ! — тавҫӑрчӗ курӑнать ват ҫын хӗр вӑрттӑнлӑхӗн инкек-синкекне.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сассине ҫемӗҫтерчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шухӑшна епле тавҫӑрса илтӗм — шанках хырӑм ҫавӑнта, — тилӗ ӳслӗкӗпе, ӗххӗм-кеххӗмлетсе, ҫӑварӗ ӑшчиккине чӳхекелерӗ Мукуҫ мучи.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, тетӗп, мӗн хӑтланать-ха ку, мӗн апӑршипе аппаланать?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑнама тытӑнтӑм.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑтлӑхалла пӑрӑнтӑм кӑна — курах кайрӑм санӑн шап-шур кӗпӳне.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑтӑм-тӑтӑм вӑрман хӗрринчи уйри ҫиле тӑнласа, шӑннӑ пек пултӑм-и — каялла.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтетӗп хайхискер.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, тетӗп, тавай, хирӗҫ тухса пӑхас.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed