Corpus of the Chuvash language

New

Ял хыҫӗпе кайса кӑнтӑр еннелле тытрӗҫ лашине: чылай кайсан, Туҫа вӑрманне пырса ҫитрӗҫ, унтан Тимофей Николаевич Савраскӑна ҫӑва еннелле ҫавӑрма хушрӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫичпӳрт ялне кӗмерӗҫ Эльгеевпа Николаев.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа та Тимофей Николаевича Кӑршкара ҫех мар, чылай таврари ялсенче те пӗлнӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗнче хыпарне пӗлес текенсем Николай Осипович патне час-часах пуҫтарӑнкаланӑ, учительсенчен мӗн-мӗн илтни ҫинчен пасарсенче хыпар сарнӑ (пурте пӗлеҫҫӗ: чӑваш ҫынни пасара япала туянма е пурри-ҫуккине сутма кӑна мар, пуринчен ытла ҫӗнӗ хыпар илтме ҫӳренӗ).

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑвашла тухакан «Хыпар», ҫутҫанталӑк ҫинчен пӗлтерекен «Вестник знания», «Нива» тата «Народный университет» — Николай Осиповичӑн юратнӑ хаҫат-журналӗсем пулнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хресчен нуши ҫинчен ҫырнӑ Некрасовӑн сӑввисене чӑвашла куҫарса вуланӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмӑллӑхсем кирли ҫинчен хӑй те хӗллехи каҫсенче пускилсене чӗнсе калаҫса ларма юратнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев ҫак шухӑша пӗтӗмпех ӑнланса ҫитереймен пулсан та, ывӑлне, Михалине, Николаев майлӑ пулма чарман, хӗрлӗ хуплашкаллӑ кӗнекесем пӳрт тӳпинчи тӑпрас айӗнче выртнине те вӑл пӗлсе тӑнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурӗ-пӗрех, парламент пулсан та, пуян помещиксемпе дворянсем кӑна суйланса ларма тивӗҫлӗ пулӗҫ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паллах ӗнтӗ, вулама-ҫырма пӗлмен чӑваш хресченӗ патшалӑх ӗҫне йӗркелеме ларас ҫук, ӑна никам та суйласа та лартас ҫук.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑнах та, патша вырӑнче халӑх суйласа лартнӑ ҫынсем пулсан, ют патшалӑхсенчи пек парламент туса хурсан, — тен «хура хӑлӑх» та ҫӑмӑллӑх курӗ? мӗнле республика пулӗ-ши, мӗнле ҫынсем «суйланса» ларӗччӗҫ-ши унта, патша саманине улӑштарса пӑрахсан, — ӑна никам та путлӗн ӑнланман.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа аслӑ ывӑлӗ Хусантан илсе килнӗ ҫӗнӗ хыпарсене тимлесех итленӗ, Тимофей Николаевич ҫинчен илтнине хӑй те халӑх хушшинче сарма юратнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Николай Осипович та патша саманине юратсах кайман.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нушара пурӑннӑ хресченсем — «ҫӗрпе ирӗк» халӑхӑн пулмалла, куланай тӳлемелли йӗркене пӗтермелле, — тенине илтсен, патша саманине ишӗлтермешкӗн хӑйсен чунӗсене те хӗрхенмен: Тимофей Николаевич мӗн каланӑ — ҫавна тума хатӗр пулнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патши кӑна ан пултӑр!

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем вара халӑх ирӗкне пурнӑҫлама тивӗҫлӗн тытӑнмалла пулнӑ имӗш.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хулари рабочисем 1905-мӗш ҫулсенче Ленин вӗрентнипе рабочисемпе хресченсен совечӗсене тума тытӑннӑ сас та илтӗннӗ хӑш чухне, анчах Николаев вӗрентнӗ тӑрӑх ырӑ ҫынсенчен ҫӗнӗ старшинапа старостӑсене суйланипех ҫырлахмалла иккен.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патшана улӑштарнипех е тата кӗпӗрнаттӑрсене пӗтернипех ҫӑмӑллӑх пулаяс ҫуккине интеллигенци хыҫҫӑн кайнӑ «хура халӑх» чухлайман.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Патша мар, хамӑр суйласа лартнӑ ҫынсем пулмалла тӳре-шарара», — тенӗ ку ҫын, анчах ку шухӑшсене епле пурнӑҫламаллине вӑл тӗплӗн хӑй те лайӑх пӗлмен.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed