Corpus of the Chuvash language

New

Ансӑр чӳречесенчен ирхи хӗвел урисем тӑсӑлса кӗреҫҫӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хан хӑйӗнпе пӗрле Арскра пулнӑ темиҫе княҫпа, аскерсемпе пӗрле кремль картишне пӑхса ҫаврӑнчӗ те крепоҫре нимӗскере те аркатманнишӗн хӗпӗртесе ҫӳле, хан пӳлӗмне, хӑпарчӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашпа ҫармӑс, ирҫе мӑрсисене кӑшт ачашлани те кансӗрлемест пулӗ, ялан нухайпа хӑмсарнипе ӗҫ тӑваймӑн.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самаях вӑйлӑн тустарчӗҫ вырӑссене, Сафана Арска тарса пытанма ҫавсем пулӑшрӗҫ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак халь, вӑрҫӑ пуҫлансан, ку мӑрсасем Хусан майлӑ ҫапӑҫрӗҫ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑвать-ха ҫамрӑк хан, вӑл Мускава кайнӑ чӑваш мӑрсисене ҫийӗнчех ҫакса вӗлересшӗнччӗ, улу карачи ӑна апла тума памарӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата тепӗр ӗҫре те хӑйӗн ҫивӗч ӑсне кӑтартрӗ Булат Ширин: унти мӑрсасем урлӑ Ту енчи ҫӗр-шыва сыхласа хӑварчӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна сутӑнчӑк тесе айӑплама сӑлтав ҫук, Мускав майлисен тӗлӗшӗнчен ҫемҫерех пулсан та чунӗпе вӑл Хусан майлӑ, Хусана парӑннӑ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улу карачийӗ ухмах мар унӑн, вӑл хӑҫан мӗн тумаллине пӗлет.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Парнине саплама пулӗ, вӑл темех мар, крепоҫе ҫухатнӑ пулсан ӑна мӗнле каялла тавӑрмаллаччӗ Сафа-Гирейӗн?

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бельскипе Глинский килӗшнӗ, тен, парнесем те илнӗ пулӗ-ха унран.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи йывӑр вӑхӑтра, хан ҫук чух, вырӑссем крепоҫа тапӑнса кӗнӗ самантра, хирӗҫ тухса килӗшӳ сӗнме ӑс ҫитернӗ улу карачи.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле тав тӑвас мар-ха — вӑл ҫӑлса хӑварчӗ хулана.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӗкӗр хулана таврӑнсан Сафа-Гирей иртнине йӑлт манса Булат Ширина ытти княҫсем умӗнчех тав турӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те аслӑ княҫпа вӑрттӑн ҫыру ҫӳретеҫҫӗ пулмалла вӗсем.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав ҫыннисем тесен вилсех каяҫҫӗ вара.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакса вӗлерме хушнӑ ҫӗртен тытса чарчӗҫ, хан сӑмахне те итлемерӗҫ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑ тата хӑй Улу Мухаммед йӑхӗнчен тухнипе мухтанакан Ковгоршад, Хусан хӗрарӑмӗсем каланӑ пек каласан — Арзад Салтанэ, кансӗрлерӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑ вӗлерттермерӗ вырӑс элчине Иван Полева.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арскра питӗрӗнсе ларнӑ чухне вӑл Булат Ширина Хусана таврӑннӑ-таврӑнман тытса хупма шутласа хунӑччӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed