Corpus of the Chuvash language

New

Укахвийӗн тинех иккӗленӳ юлмарӗ: Галимджан килтех, ун патӗнче ҫамрӑксем юрлаҫҫӗ пулас, каччӑ аллинчи вархан ӑсату кӗвви янратать.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах хӗр именни куннинче те унӑн шухӑшӗпе ӗмӗтӗнчен вӑйлӑрах пулчӗ, вӑл хӗр чӑрсӑрлӑхне пӗтӗмпех ҫыхса тӑлларӗ, Укахвие Галимджансен пӳрчӗ ҫине пӑхтармасӑр урампа вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна унӑн ӗненес килмерӗ, вӑл каялла иртнӗ чухне те пулин Хаят инке патне кӗме хӑюллӑх ҫитерӗ тесе шанса пычӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр-ик сӑмах каламасӑрах, «сывӑ пул» тесе алӑ памасӑрах тухса каять-ши вара?»

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна хӑйне те асӑрхамарӗҫ пулас: «пӳртрен нимле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ. Кӳлӗ хӗрринче ҫӗкленнӗ пӑшӑрхану халӗ ӗнтӗ Укахвийӗн чун-чӗрипе ӑстӑнне пӗтӗмпех ҫавӑрса илчӗ. «Чӑнах та курса юлаймастӑп-ши вара?

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӳрече умӗнче никам та курӑнмарӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унталла ҫитес умӗн Укахви утӑмне чакарчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пуҫӗнчи тутӑрне тӳрлетсе илчӗ те урамӑн тепӗр енне каҫрӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ӗнтӗ ҫырма хӗрринче ларакан Назиб пӳрчӗ те кая тӑрса юлчӗ, умра Хаят инкен сӑрланӑ чӳрече хупписем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ яла пӗрлештерсе тӑракан карлӑксӑр кивӗ кӗпер урлӑ хӗр утса мар, чупса каҫрӗ, урисем ывӑннине туймасӑр, тем ҫӳлӗш сӑрта ҫӑмӑллӑн хӑпарса ҫитрӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр чӗрине халь урӑххи канӑҫ памасть: камшӑн калать ҫак вӑхӑтра Галимджан — хӑй фронта каять-ши е юлташне ӑсатать-ши?

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр кӑна кам калать-ши тесе ыйтмасть, — вӑл ӑна чӗрен кашни хӗлӗхӗпе туйса тӑрать, купӑса ҫакӑн пек кам ӑста калама пултарнине ӑна Укахви ҫеҫ мар, Атӑлкассинчи, Турикасри, Тутаркассинчи пур ҫамрӑксем те пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗне пӗлтерет ку, кӑнтӑр варринче вархан нӑйӑлтатни?

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хӑлхине ҫырма леш енчен вархан1 сасси килсе кӗчӗ те, халь ӑна чунтан тӗмсӗлсе итлет.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви вӗсене курмасть, хӑй кунта мӗншӗн килнине манса кайсах вӑл Тутаркас еннелле пӑхать.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫил хӑваланипе ҫыран хӗрринелле ҫулҫӑсем вӗҫӗмсӗр юхса килеҫҫӗ, вӗсем Укахви ури патнех ҫите-ҫите чарӑнаҫҫӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулла шыва кӗнӗ чухне унта ачасем ишетчӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӑл никама та кирлӗ мар, ак хӗлле кӳлӗ шӑнса ларӗ те, кимӗ ҫаплипех чалӑшшӑн пӑр хушшине хӗсӗнсе юлӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унран инҫе мар валашкалла чавса тунӑ кимӗ, пӗтӗмпех шывпа тулса, хӑрах пуҫӗпе юшкӑна тӑрӑнса кӗрсе ларнӑ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви хӑйсен пахчи вӗҫӗнче, ҫаврака кӳллӗн ҫурҫӗр , кукӑрӗнче тӑрать.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урамра ҫӗрӗн-кунӗн йӑмрасем кашлаҫҫӗ; кӗрхи ҫил вӗсен юлашки ҫулҫисене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илсе каять, виҫӗ ял хушшинчи кӳлле ӑҫти-ҫукпа тултарасшӑн пулнӑ пек, шыв ҫине ывӑҫӗ-ывӑҫӗпе ҫулҫӑ сапать.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел эрни-эрнипе ҫынсенчен пытанса пурӑнать, темӗнле айӑпа кӗнӗрен вӗсен куҫӗ умне курӑнма именет тейӗн.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed