New
Арӑмӗ таврӑнсан, хырӑм выҫрӗ тесе, унпа тепӗр хут апат ларса ҫирӗ, фермӑри ӗҫсем ҫинчен каласа панине пӗр хирӗҫлемесӗр итлерӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑхӑт чылая кайнӑ пулсан та, упӑшки арӑмне лампӑ сӳнтермесӗрех кӗтрӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫитменнине, арӑмӗ кӗҫӗр пухура та пулаймарӗ, унта пулнӑ пулсан, тен, ӑна ӳкӗте кӗртме ҫӑмӑлтарах пулатчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тем тесен те, унӑн укҫа-тенкӗ сахал мар, анчах ун пирки Кӗтернепе мӗнле калаҫса татӑлмалла-ха?
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапах та Михала мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ тупма пултарассине тӗрӗс мар шута илнӗ мӗн, кӑна вӑл киле таврӑнсан Укахвипе пӗрле шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин пӗлчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шухӑш тӗллӗн яла тӗрӗслесе тухса, вӑл хӑйне те манса хӑвармарӗ; укҫине те, тыррине те хушса пӑхрӗ: унӑн та ытла сахал пуҫтарӑнать.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫук, ытлашши запаслӑ колхозник пуррине вӑл пӗлмест, пысӑк сум укҫа никам та параймасть пулӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑтра Михала ӑна итленӗ май ялти хӑйӗнчен пуян колхозниксем ҫинчен шутларӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Укҫана вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата та перекетлӗпӗр, халӗ кашниннех, Головатый пек патриот пулса, тӑшмана паттӑррӑн ҫӗмӗрсе пыракан Хӗрлӗ Ҫара пулӑшмалла.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кашни хӑвӑрӑн укҫӑра шутласа пӑхӑр, тен, перекетлесе усракан укҫана ҫакӑн пек кирлӗ вӑхӑтра патшалӑха ытларах тупса пама та пулӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ман шутпа, вӗсем пирӗн районра та пулмалла.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапах та сирӗн Головатыйсем ҫук-ха.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эсир ялӗпе нумай укҫа-тенкӗ пухнӑ, фронта тӗрлӗ парне те сахал мар ӑсатнӑ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл пухура та ҫавӑн евӗрлех каларӗ:
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ сана коммунист тесе шутлатӑп, — терӗ Камышин.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ коммунист мар-ҫке, — Ятман енне ҫаврӑнчӗ Михала.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сирӗн, коммунистсен, ҫакна пуринчен малтан асра тытса тӑмалла.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тен, ҫӗр пин мар-тӑк, аллӑ пин пуҫтарӑнать пуль?
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Шутланӑ-и пурин укҫине те?
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чӑнах та, пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ, — Михала ҫине сӑнанӑ пек пӑхрӗ Камышин.