Corpus of the Chuvash language

New

— Мӗншӗн ӗҫлеместӗн? — ыйтрӗ унтан директор.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кирек те мӗн тӑвӑр, эп Зойӑпа ӗҫлеместӗп, мана урӑх бригадӑна куҫарӑр, — терӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав тери тарӑхнӑ Карачӑм директор пӳлӗмне кӗчӗ тӗ, ун патӗнче механик ларнине пӑхмасӑрах, хыттӑн-хыттӑн каласа хучӗ:

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫуркунне хӑйӗн тракторне те аран-аран юсанӑ ватӑ хӗр патне, Зоя патне!

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитменнине иккӗмӗш бригадӑна!

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре ӗҫе кая юлса тухни тата директор заместителӗ чирлӗ механикшӗн ӗҫлеме хушнине итлеменни ӑна яла каллех ахаль тракторист ҫеҫ туса ямалли сӑлтав пулса тӑчӗ иккен.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун заместителӗпе вӑрҫса кайнӑ хыҫҫӑн ӗҫсем пачах урӑхла килсе тухрӗҫ иккен.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗракинче Иванов та начар мар ӗҫлерӗ, ҫамрӑк пулсан та, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет, ҫураки вӑхӑтӗнче эпир ӑна бригадир тӑвасшӑн, терӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм паянхи пек астӑвать, ку сӑмаха МТС директорӗ хӑй каларӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозсене тухса кайиччен темиҫе кун малтан Карачӑма трактор бригадин бригадирӗ тӑвасси ҫинчен калаҫу пулнӑччӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак пирӗн Карачӑмпа ҫуракинче шӑп ҫавӑн пек мыскара пулса иртрӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь эпир кун пек ҫынсене сайра куратпӑр ӗнтӗ, анчах юлнӑ-ха вӗсем, теплере пӗрре тӗлӗнтерсе илеҫҫех хӑйсен мыскарисемпе.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын хӑйне руководитель тӗрӗс хӑтӑрса тӑкнине те пӗлет, ҫапах та ӑшӗнчи мӑнкӑмӑллӑхӗпе кутӑнлӑхӗ ӑна ҫакна йышӑнма кансӗрлеҫҫӗ-кансӗрлеҫҫех.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурнӑҫра час-часах ҫакӑн пек пулать: пӗр-пӗр ҫӗрте ӗҫлекен ҫын мӗншӗн те пулин хӑйӗн руководителӗпе вӑрҫса каять те кун хыҫҫӑн вара ӑна начар ӗҫленипе, вӑл хушнисене итлеменнипе пӑхӑнтарма тӑрать.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Зубрилова бригадинче, — терӗ лешӗ те шӑппӑн ҫеҫ.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Карачӑм миҫемӗш бригадӑра пулать?

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шел, — терӗ Липа, унтан амӑшӗ илтмелле мар хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ:

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫҫӗмӗш бригадӑна, кунтан пилӗк ҫухрӑма.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ ӑҫта каятӑн вара?

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта Зоя Зубрилова бригади ӗҫлет.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed