Corpus of the Chuvash language

New

Таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑрса хӑйӗн пушанса юлнӑ пӳртне кӳршӗри ватӑсене тата чи паллӑ юмӑҫа Аниккее чӗнтерчӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫурӑм хыҫне хутаҫ ҫакса ялтан тухса кайнӑччӗ кӑна — Сӑрьелне Сарри мӑрса таврӑнчӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн ял ҫыннисем вырӑсла пӗлекен Туринкене, таврари пӗтӗм халӑх хисеплекен ват ҫынна, виҫӗ старикпе пӗрле Кӑрмӑша кайса килме хушрӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенче те кӑҫал ана-ҫаран валеҫмесен май ҫук теҫҫӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем никам хушмасӑрах кӳршӗ ялсене кайса ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе эрне каялла ялта ҫуркунне ҫӗр валеҫмелле пулать тесе хыттӑнах шавласа илчӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пирки ял ҫыннисем куҫкӗретех калаҫмарӗҫ, ҫапах та шутлама кашниех шутларӗ-тӗр.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Пикпулат, ҫухалмаллипех ҫухалчӗ ав, кӗҫӗн ывӑлӗпе мӑнукӗ ун чухлӗ ҫӗр тытаяс ҫук, вӗсем ҫӗр тытма ярлык та илеймен пулӗ-ха.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара Сӑрьел тӗмӗ улӑх-ҫаранран самай пуйнӑ пулӗччӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пытармалли, ял ҫыннисен урӑхларах шанчӑк та пурччӗ: тен, Сарри телейӗ иккӗллӗ пулӗ, мӑрса вӑрҫӑран таврӑнмасан ун ҫӗрӗ ял ҫӗрӗ ҫумне хутшӑнма пултарать тетчӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ҫуралнисене те ят ҫӗрӗ кирлӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылайӑшӗ Хусан вӑрҫинчен таврӑнман, ялта чирлесе е ватлӑха пула ҫӗре кӗнисем те сахал мар.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗл тин ларнӑ-ха, ялсенче ӗнтӗ ватӑраххисем — ял пуҫлӑхӗсем — ҫуркунне ҫӗре ҫӗнӗрен валеҫесси ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ҫынсем вӑрман хӑртаҫҫӗ, уҫланкӑра ана-ҫаран тӑваҫҫӗ, ӑна та ял ҫӗрӗ ҫумне хушмалла.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Валеҫмесен те май ҫук ҫӗре: ҫын вилет, ҫын ҫуралать, пӗр-пӗр хӑтлӑ вырӑнта тепӗр пӗчӗк ял ӳссе ларать.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑрҫӑра ялпа ял ҫапӑҫмасӑр калаҫса татӑлни е кама та пулин чиксе-касса вӗлерменни сайра пулать.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем ҫӗре час-часах валеҫме те хӑраҫҫӗ — валеҫмессерен ана-ҫаран ҫинче «ҫӗр вӑрҫи» тухать.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр вӑл ҫырмари пӑр татӑкӗ мар-ҫке, ҫурхи хӗвел хӗртнипе ирӗлсе пӗчӗкленмест.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта кайса пӗтет-ши темиҫе ял ҫӗрӗ куҫ умӗнчех?

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи тӗлӗнмелли, кӑсӑкли тата ҫакӑ: ялӗсем питех ӗрчени, сарӑлса, пысӑкланса пыни сисӗнмест, ҫӗрӗ вара ҫулсерен чакса пырать.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed