Corpus of the Chuvash language

New

Эс уншӑн ан шутла.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Суйласа лартасси вӑл сана та пулӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сирӗн суйласа лартнӑ председатель пур вӗт?

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле вӑл «председатель»?

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс мӗнле, Ятман, каллех председатель пулатна? — терӗ ӑна Куҫма.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак вӑл хастар, ват ҫын пек ӑслӑ руководитель каллех ун куҫӗ умӗнче тӑрать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман фронта кайсан, Куҫма ӑна яланах ырӑ ятпа аса илнӗ, кунта юлнӑ руководительсем час-часах ӗҫе вӑл шутланӑ пек туманнине кура, кашнинчех «Эх, Ятман ҫук, вӑл пулсан ку ӗҫе пачах урӑхла тумалла та», — тесе хунӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма, ял Советӗнче пӗрле ӗҫлесе, ун кӑмӑлне пур енчен те вӗренсе ҫитнӗ, ӑна ҫур сӑмахран ӑнланса, вӑл хушнине вӑхӑтра туса пынӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Вӑл, ҫамрӑк пулсан та, аслӑ, хуҫалӑха тытма пӗлет», — тетчӗҫ ун ҫинчен.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн тесен вӗсем Ятман колхоза вӑйлӑлатассишӗн мӗнле тӑрӑшнине курса тӑнӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ват ҫынсем те хисепленӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи кӑра характерлӑ хӗрарӑмсем те ун ҫине нумай вӑхӑт хушши ҫиленсе ҫӳреме пултарайман, вӑл хӑтӑрарах, вӗрентерех каланӑ чух шӑрт-март тукаласа илнӗ, ҫавӑнтах, килӗшӳ ыйтнӑ пек, юрӗ-ҫке, Ятман, эс каланӑ пекех тӑвӑпӑр, — тесе каласа хунӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялта мӗнпур ҫын кӑмӑлне кайма ҫуках ӗнтӗ, темле ырӑ пулсан та, сана хурлакан тупӑнатех, ҫапах та Ятмана ялта пурте тенӗ пекех юрӑтнӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре Ятман яланах Куҫмана кирлӗ пек тӗплӗ пулнӑ, ҫынсемпе кӑшкӑрса мар, хӑшпӗрисем пек ҫӑвар вылятса та мар, ӗҫлӗ калаҫнӑ, вӑл ҫынсен кӑмӑлне никамран лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫын валли унӑй хӑйне уйрӑм сӑмах тупӑннӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа вӑл ҫулталӑк ытла пӗрле ӗҫленӗ, ҫак ҫулталӑк хушшинче ҫиленмеллипех ҫиленсе курман.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыйтас пулсан, мӗншӗнне уҫҫӑнах каласа пама та пӗлес ҫук, ҫапах та ӑна вӑл хӑйӗн тӑван ывӑлне савнӑ пек савать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак вӑл Ятмана калама ҫук юратать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна вӑл куҫ умӗнчех каламасть, ҫапах та сисет, курать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна та хӑш-пӗр ҫынсем кӑмӑлне каяҫҫӗ, хӑш-пӗрисене вӑл тӳсме пултараймасть.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма кашни ҫынпа пакӑлтатма пултараймасть, ҫынна тӳрех чӗрине уҫса памасть, ҫапах та унӑн хӑйне кура чунӗ пур, хӑйне кура вӑл савӑнма та, хурланма та, тарӑхма та, хӑпартланма та пултарать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed