Corpus of the Chuvash language

New

— Эсир пикенсех ҫӑпата тӑватӑр курӑнать?

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку тата мӗскер? — хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ бригадир.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине алӑка уҫрӗ те пӳртре хӑйӗн аслӑ ывӑлӗпе Сехре ҫӑпата хуҫса ларнине курчӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре тилмӗртес ҫук ӗнтӗ, акӑ вӑл паян бригадир ӗҫрен таврӑничченех йӑпӑртаттарса килнӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, сӑмах-юмах килӗшнӗрен-тӗр, ӗнер Марине Ивана кӗҫӗн алӑк патӗнче чылайччен калаҫса тӑрсах ӑсатса ячӗ, юлашкинчен тата килсе ларма чӗнчӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйне кура самаях хитре сӑмахлама пултарать иккен, хутран-ситрен Маринене куҫҫуль тухичченех култарса илет.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем ҫинче чӗмсӗртерех ҫӳренӗрен Марине Сехрене халиччен калаҫура кун пекех ӑста тесе шутламан та.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла пуҫланса кайрӗ те калаҫу, вара вӑраха пычӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пек пулсан, нумай кӗтес ҫук, часах вырмалла пулать…

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыраш хытать, паян хире тухса ҫӳрерӗм те, сарӑхнӑ вырӑнсемех пур.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫавӑнпа эпӗ бригадиртан тӗплӗрех ыйтса пӗлес терӗм…

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пулкалать, Марине, урӑхла та пулкалать, — хӑйӗннех ҫирӗплетме пӑхрӗ Сехре.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Яланах ҫынна малтан каласа хунӑ ӗҫе лартатпӑр, хӑй килӗшнӗ тӑрӑх…

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пеккине астумастӑп-ҫке эпӗ, — кӑшт тӑрӑхласа, анчах тавлашмасӑр каларӗ бригадир.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пухура пӗр тӗрлӗ калаҫса татӑлатӑр, кайран пӑхатӑн та — ҫынни пачах урӑх ӗҫре ӗҫлет.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне улӑштаратӑр та эсир…

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ ун хыҫҫӑн улӑштарман-и терӗм.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапли ҫапла-ха вӑл…

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ ҫапла пек астӑватӑп.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унта калаҫса татӑлтӑмӑр пек-ҫке, сана кӑҫал кӗлте турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлеттерес терӗмӗр.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed