Corpus of the Chuvash language

New

Хӑй вӑхӑтӗнче В. Г. Егоров хытӑ тата ҫемҫе уҫӑ сасӑсене ҫавӑн пек терминсемпе палӑртнине хирӗҫлесе ҫырнӑччӗ.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Кунсӑр пуҫне тата «малти (вӑтам, кайри) ретри уҫӑ сасӑсем» текен терминсемсӗр пӗтӗмӗшле е танлаштаруллӑ фонетика ыйтӑвӗсене те чӑвашла сӳтсе явма ҫук.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Калӑпӑр, халӗ эпир уҫӑ сасӑсене «хытӑ сасӑсем» тата «ҫемҫе сасӑсем» текен икӗ ушкӑна пайлатпӑр (сингармонизм законӗ енчен пӑхсан, вӗсем кирлӗ ӗнтӗ), анчах артикуляци классификацине тунӑ чух вӗсене рет палли (сасӑсене малти е кайри ретре калани) тӗлӗшӗнчен те пайламалла пулса тухать.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Чӑваш фонетика терминологине йӗркелес ӗҫе малтанах кунта палӑртнӑ мелпе туса пынӑ пулсан, унта чылай ҫитменлӗхсем, хирӗҫӳлӗхсем пулман та пулӗччӗҫ.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Фонетикӑпа фонологи ӑнлавӗсене ҫакӑн пек ушкӑнлама пулать: фонетика наукин тытӑмӗ, унӑн пайӗсем тата тӗпчев меслечӗсем; чӗлхен матери (сасӑ) единицисем тата вӗсен функцийӗсем; конкретлӑ чӗлхере (пирӗншӗн — чӑваш чӗлхинче) тата пур чӗлхесенче те палӑракан сасӑ законӗсем; сасӑсен артикуляци аспекчӗ (пуплев органӗсем ӗҫлени); сасӑсен акустика аспекчӗ (сасӑсем илтӗнни); сасӑсене ушкӑнласси (классификацилесси); фонологин тӗп ӑнлавӗсем; фонемӑсем пуплев юхӑмӗнче улшӑнни; сасӑ ылмашӑвӗсем; сыпӑк тата ӑна ӑнлантарса паракан теорисем; пуплевӗн суперсегментла, ӗнерӳ единицисем (ударени, интонаци) т. ыт. те.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ун пек ан пултӑр тесен, терминсене йӗркеленӗ чух малтан фонетикӑпа фонологи ӑнлавӗсен, пулӑмӗсен, пӗтӗмӗшле системине ушкӑн-ушкӑн уйӑрмалла, пӗчӗкрех системӑсем ҫине пайламалла, унтан кашни ушкӑн валли юрӑхлӑ терминсене палӑртса тухмалла, юлашкинчен тин вӗсене пӗтӗмӗшле терминологие пӗтӗҫтермелле.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫак принципа чӑваш фонетика терминологийӗнче пӑснӑ тӗслӗхсене ҫӳлерех кӑтартнӑччӗ: калӑпӑр, «шавлӑ хупӑ сасӑсем» тата «ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑсем» тенинче тӗрлӗ паллӑсене никӗсе хуни курӑнать.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Термин тӑвас ӗҫре фонетика пулӑмӗн мӗнле паллисене, уйрӑмлӑхӗсене никӗсе хурассинче те хӑйне майлӑ принцип пулмалла: пӗр системӑна кӗрекен терминсене пӗр евӗрлӗ уйрӑмлӑхсене тӗле хурса тума тӑрӑшмалла.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ӑнсӑртран пулса кайнӑ, форми енчен системӑпа ҫураҫуллӑ ҫыхӑнман терминсем усӑ курма меллӗ мар.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

2) Пӗлтерӗш тӗлӗшӗнчен пӗрешкел йышши, пӗр системӑна кӗрекен терминсен форми, тытӑмӗ енчен те пӗр евӗрлӗ пулсан аван.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Пирӗн шутпа, кирлех мар — «чӗтренкӗ хупӑ сасӑсем» тесен ҫителӗклӗ.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Анчах термин тунӑ чух мӗнле орган чӗтреннине палӑртни кирлех-ши?

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Хупӑ сасӑсен пӗр ушкӑнӗ активлӑ орган чӗтреннипе пулать: тӗнчери чӗлхесенче ытларах чӗлхе вӗҫӗ чӗтренни тӗл пулать (ҫапла мелпе вырӑс, чӑваш чӗлхисенче т. ыт. те р сасса калаҫҫӗ), француз чӗлхинче кӗҫӗн чӗлхе чӗтренет, хӑшпӗр чӗлхесенче тута хӗррисем те чӗтренеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Пулӑмӑн тӗп паллине палӑртаканни кунта «кӳршӗлӗх» (е «юнашарлӑх») сӑмах пулать.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫакна кӗскен «сасӑсен кӳршӗлӗх (е юнашарлӑх) улшӑнӑвӗсем» теме пулать.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Калӑпӑр, юнашар тӑракан сасӑсем яланах пӗр-пӗринпе ҫыхӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне витӗм кӳреҫҫӗ, ҫавна май вӗсен пахалӑхӗ те кӑшт улшӑнать.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Апла пулсан, термин кӗскерех пултӑр тесен, фонетика пулӑмӗн чи паллӑ уйрӑмлӑхне тупса палӑртма тӑрӑшмалла.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Термин темӗн тери лайӑх, вырнаҫуллӑ пулсан та, вӑл пулӑмӑн пур енӗсене те палӑртаймасть, ку кирлӗ те мар.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

«Плоскощелевые» тата «круглощелевые согласные» текеннисене вара «лаптак хушӑклӑ сӗртӗнкӗ (хӗсӗнкӗ) хупӑ сасӑсем», «ҫавра хушӑклӑ сӗртӗнкӗ (хӗсӗнкӗ) хупӑ сасӑсем» тесен те аптрамасть, мӗншӗн тесен кунта «хушӑк» ӑнлава конкретлӑрах ӑнлавсемпе («лаптак», «ҫавра») пайӑрлатса уҫса паратпӑр.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

«Щелевые согласные» текеннисене «сӗртӗнсе тухакан (е кӗскенрех — «сӗртӗнкӗ») хупӑ сасӑсем» тесен чӑвашларах илтӗнет («хӗсӗнкӗ сасӑсем» теме те пулать).

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed