Corpus of the Chuvash language

New

Пӗрер татӑк ҫӑкӑрпа сахӑр катӑкӗсем кӑна юлнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тушёнка текеннине ҫисе янӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫул ҫине панӑ ҫар паёкӗ вӗсен пӗтсе пычӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пӗр талӑка яхӑн «ӑшӑ» вакунра пурӑнкаласа ирттернӗ хыҫҫӑн Ундрицовпа Эльгеев типех вырӑнтан тапранчӗҫ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун каҫа темӗн чухлӗ тавар вакунӗсен составӗсем Самар еннелле ирте-ирте кайрӗҫ, анчах симӗс вакуна никам та хӑйсен ҫумне кӑкарасшӑн пулмарӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн пирки — никам та пӗлмест, вӑхӑт ҫитсен илсе кайӗҫ, теҫҫӗ кӑна.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Делегатский» тесе паллӑ тунӑ симӗс вакуна вӗҫертсе хӑварчӗҫ, чылайччен калла-малла тӗрлеттерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗчӗк пӑравус ӑна таҫта хӑямата — чугун ҫул вӗҫӗнчи тупика — вырнаҫтарса хӑварчӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах телей кӳмерӗ вӗсене ҫак симӗс вакун: тавар вакунӗсен составӗ тул ҫутӑлсан Рузаевкӑран тухса кайрӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выртса канма та пулать.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунта йӗркипех ҫӳлӗксем, кашни пассажирӑн — уйрӑм вырӑн.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа Ахах каллех «Делегатский» тесе ҫырнӑ вакуна хӑпарса ларчӗҫ.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мускавран килсе ҫитнӗ составра симӗс теплушкӑсем те пур иккен.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Симӗс вакунсем курӑнаҫҫӗ, — терӗ Павлуш, калпак айне хӑлхисене пытарма тӑрӑшса.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Каллех «Максимкӑпа» кайма тивсен, эпӗ чирлесе ӳкетӗпех, — терӗ Ахах, пӑравус чашлатса, аякранах пӑс кӑларса килнине асӑрхаса.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫанталӑкӗ те сивӗтнӗҫемӗн сивӗтет.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ Эльгеевпа Ундрицов Хусантан ҫул ҫине тухни, анчах тавра кайнӑ пирки Ӗпхӳ хули ҫывхарас вырӑнне кунран-кун аяккалла кӑна куҫса пырать.

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Ундрицов: «Каяр кунтан, Павлуш, — терӗ вӑхӑтра. — Часах пирӗн поезд та килсе ҫитӗ», — асӑрхаттарчӗ кӑшт тӑрсан.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫынсем пулмасан, тен, вӑл ӑна хӗнесе те тӑкӗччӗ хӑйне нимшӗнех намӑса кӗртнӗшӗн.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев ним чӗнме аптрарӗ: кулас та килет унӑн, пӑскӑртас та килет мӑнтӑрккана.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун хыҫҫӑн станцири дежурнӑй пӑтӑрмах пуҫарса янӑ хӗрарӑм еннелле техӗмлӗ сурчӗ те, вирлӗ сӑмахсемпе ятлаҫса, тухса кайрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed