Corpus of the Chuvash language

New

Ак, машинӑна ҫак лачӑркка кӳлленчӗкрен тӗккелесе кӑларсан, лартса кайӑп.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эс мана паҫӑр лартманшӑн каҫар-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис тӳрленсе тӑчӗ, вара, шалтан суя, сивӗ кулӑ хирсе кӑларса, арҫынна хӗнлӗн тӗлкӗшекен хаяр куҫӗпе сӗртӗнсе илсе, ӑна айӑплӑ саспа тилмӗрсе йӑлӑнчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах пуҫ ҫине татӑлса аннӑ катрам инкек те кикен тымарӗ мар ҫав — пӗччен вӑтӑрса кӑларса ывӑтаймӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эпӗ паҫӑр ун кӑмӑлне ҫырлахтармарӑм — вӑл ыйтнине тивӗҫтермерӗм те, халӗ килӗшӗ-ши мана пулӑшма?»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис чӗринче ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫӗ паракан темле ӑшӑ туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, шиклӗ иккӗленӳпе сивӗнсе, пӑрлӑ шыв хумне ҫаврӑнса, ҫырантан чӑшӑлл та чӑкӑр-чӑкӑр чакса кайрӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫӗсем сиввӗн тӗлкӗшеҫҫӗ, мӑй шӑнӑрӗ палӑрмаллах малалла тухса карӑннӑ арҫыннӑн: ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкӗ самаях мекӗрлентерекенскер пулас.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫне сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑрса куҫне ҫавӑнталла вӗҫтерчӗ — лешӗ, машина кузовне лартса кайма йӑлӑнса алӑ ҫӗклесе тӑрса юлнӑ арҫын, ун патнелле сӗнкӗлтетет иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӗвек ҫӑрӑлчӑка ҫурри ытла путса аннӑ хыҫалти кустӑрмасем умне кукленсе ларнӑччӗ ҫеҫ, Пурис сасартӑк сылтӑм енче кӑштӑрт-кӑштӑрт, кӑштӑрт-кӑштӑрт туса утнӑ сасӑ илтрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑрӑн машина-тракторпа туртмасӑр ҫӑлӑнса тухайрас ҫук ку кӳлленчӗкрен», — тинех «сӳтӗлекен-явӑнакан вӗрен вӗҫне тӳллерӗ» вӑл ӑшӗнче йӳҫҫӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Кам та пулин хыҫалтан тӗксе пулӑшсан ҫеҫ ӗнтӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самаях халсӑрланса кайсан кустӑрмасене ҫавӑрма чарчӗ те пашка-пашка кабина алӑкне уҫрӗ, усал сӑмахсем лаплаттара-лаплаттара, машинӑран татӑлса, ҫӗр ҫине, ватӑ тӗмӗ ытамне, анса тӑчӗ, пиншакне ярханах ярса, ҫамки ҫинчи патӑртатакан тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗп-чӗр тарах ӳкрӗ ӗнтӗ Пурис хӑйӗн ӗҫне туса.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех урнӑ пекех ҫаврӑнчӗҫ хыҫалти кустӑрмасем, анчах, яп-яка скатлӑскерсем, йывӑҫ-курӑк ӑпӑр-тапӑрне ниепле те хӑйсен айне «ҫыртса-ҫаклатса» кӗртсе яраймарӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Майне килтернӗ пекки тусан кабинӑна кӗрсе ларчӗ те машинине тапратса ячӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӑр чулӗн тӗксӗмӗ ҫапнӑ питне-куҫне шӑлкаласа, сывлӑш ҫавӑркаласа тӑркаларӗ, вара вӑрман «туприне» кустӑрмасем айнелле аллипе пусма-чикме, урисемпе таптаса тӑкӑслатма, тачӑлатма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене ытама «пӗтӗлентеричченех» пухсан, хӑш та хаш хашлаткаласа, каялла таврӑнчӗ, капламне — «ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫне» машинӑн хыҫалти кустӑрмисем умне пӑрахрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк йывӑҫ-и, тӗрекленнӗ патрак турат-и, кармаклӑ тӗмӗ-и, исленнӗ курӑк-марӑк-и…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытлашши шалах та кӗмерӗ — пуҫларӗ алла мӗн лекет, ҫавна шачӑр-шачӑр, шӑрт-шарт туса хуҫма, тӑпӑлтарма, чӗрме-сӳме…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗремесленсех алли-урипе руль, ручка-педаль таврашне вӑлтӑр-валтӑр, шӑк-шак, кӑлт-калт ҫавӑркаласа, турткаласа-пускаласа ывӑнсан Пурис кабинӑран сиксе тухрӗ те пӗр супка лачакана лакса ларнӑ кустӑрмасене сӑнаса тӑчӗ, вара, шалти хуҫӑк-чӗрӗк кӑмӑлпа, тӗксӗммӗн ӳкернӗ куҫӗсене кӑн-кан ывӑткаласа, ӑшши-пӑшши вӑрманалла хыпаланчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed