Corpus of the Chuvash language

New

— Халӗ те сӑмаххисене пӗлместӗн-и эсӗ, Павлуш?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шурӑ акаци… рай-рай-рай-ра-рам…

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гитарӑпа икӗ-виҫӗ аккорд тӑнкӑртаттарса илчӗ те юрласа ячӗ:

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӑхсан та, шурӑ урасемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмасть, — кулкаларӗ каччӑ, урах еннелле ҫаврӑнса ларса.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эс кунталла ан пӑх-ха, Павлуш! — асӑрхаттарчӗ Ева, шкап алӑкӗ хыҫне пытанса.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗнлеччӗ-ха ҫав? — терӗ Павлуш, сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн аллине гитара тытса.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ольга Ивановна, эсир юрлакан романс питӗ кӑмӑла кайрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чунӗ Ева еннеллех туртӑнчӗ пулин те, вӑл палӑртасшӑн пулмарӗ, Шестипаловӑпа ытларах сӑмахлама тӑрӑшрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, паян та, кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкпа ҫырма урлӑ каҫса, вӑл ҫавӑнта пычӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрсенчен чӑваш юррисем нумай ҫырса илчӗ, купӑс каласа, пӗрле савӑнчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш унта час-часах кӗрсе ҫӳреме тытӑпчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем юрлама ӑста.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Типҫырма урлӑ каҫсанах икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ларать, унӑн аялти хутӗнче икӗ чӑваш хӗрӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ: пӗри Ольга Ивановна Шестипалова, тепри Ева Терентьева.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кушак тӑкӑрлӑкӗпе кайсан, шӑпах унта пырса тухатӑн.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кивчӳлмек урамӗ Некрасов урамӗпе ҫума-ҫумӑн тенӗ пекех.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Салам яма та хӑймарӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй ҫинчен пӗр сӑмах та ҫырмарӗ Антонина Павловна.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппу».

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Кун-ҫулӑр сирӗн ӗмӗр пӗрле пултӑр, телейлӗ пулӑр.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫырӑвне ҫапла вӗҫлерӗ Антонина Павловна:

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed