Corpus of the Chuvash language

New

Ачасене пӗлӳ парас енӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене сарасси, районти вӑл е ку учителӗн паха опычӗсемпе паллаштарасси, предметсене вӗрентнӗ чухне темӑсене туллин уҫса парса ачасем патне пуриншӗн те ӑнланмалла илсе ҫитересси тата ытти нумай ыйтупа тимлеме тивет.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Чылай чухне ҫуран е автобуспа ҫула тухать.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Час-часах шкулсене ҫитме тивет.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Халӗ унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пӗр уйрӑм шкулпа ҫеҫ ҫырлахмасть, районти пур вӗренӳ учрежденийӗсемпе те ҫыхӑнать.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Яваплӑхӗ те, ӗҫ калӑпӑшӗ те палӑрмаллах пысӑкланать.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Пултарулӑхне, хастарлӑхне кура ӑна 1982 ҫулта районти халӑха вӗрентес ӗҫ пайӗн методисчӗ пулма куҫараҫҫӗ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Мӑшӑрӗ унӑн яланах пулӑшаканӗ, хавхалантараканӗ пулнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫав ҫулсенчех Аслӑ Чурачӑк хӗрӗпе Светлана Михайловнӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Директор ӗҫӗсене пурнӑҫлакан та, вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулма тивнӗ унӑн.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

9 ҫул вӑй хунӑ вӑл кунта.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кашни урока хатӗрленнӗ май хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗсенчен М.Ф.Ахтирековӑран, М.О.Салаевран тата ыттисенчен те тӗслӗх илме тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кунта унӑн хӑйӗн тӗп предмечӗсемсӗр пуҫне астрономи, рисовани, черчени урокӗсене те илсе пыма тивнӗ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Дипломлӑ специалистӑн педагогикӑри пӗрремӗш утӑмӗсем Асанкасси вӑтам шкулӗнченех пуҫланнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Библиотекӑсенче ларса сессисене хатӗрленни, студентсен ӗҫ отрячӗсенче пулни, институтри мероприятисене хутшӑнни… хыҫа юлнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Студентӑн хаваслӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑлах мар пурнӑҫӗ хӑвӑрт иртсе кайнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Апла пулин те, Асанкасси каччисем экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑл ҫулсенче конкурс пысӑк пулнӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Алла аттестат илсен вӗсем мӗн пӗчӗкрен пӗр парта хушшинче ларнӑ Н.И.Чумаковпа (каярахпа Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ) Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗме шутланӑ.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Пур предметсемпе лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пыраканскерӗн малалла вӗренес тӗллевсем пулнах.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Темӗнле пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать теҫҫӗ те, Асанкасси вӑтам шкулне ҫӳренӗ чухне А.Яковлев, тен, хӑйӗн пурнӑҫне ачасене пӗлӳ парас ӗҫе халалласса шутламан та.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed