Corpus of the Chuvash language

New

Акӑ вӑл, анчӑк, вӑрра хӑваласа ҫитрӗ те шӑлӗпе ун шӑлаварӗн вӗҫӗнчен ҫатӑрт! ҫатӑрласа илчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрӑ, ҫынсенчен тарса вӑрманалла тапакан кашкӑр пек, пӗтӗм вӑйран вӑйканса пырать, анчӑк — ун хыҫҫӑн.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑр тетӗп! — ҫынсем те илтччӗр, «кукӑр алла тӳрлетме» пулӑшчӑр тесе, юриех сассӑмпа «милици шӑхличине шӑхӑрттаратӑп», сехӗрлентерсе, пӗлӗтелле чу! ярса «хурахлатӑп» эпӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑр!

Анчӑка курсан, вӑрӑ, кӗсьене ухтарма пӑрахса, манӑн чыса та уявсене тӑхӑнакан тӗксӗм кӑвак кӗпене хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ те, хул хушшине хӗстерсе, аяккалла тапса сикрӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ярса тыт!

Ярса тыт вӑрра!

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ай, маттур та-ҫке эсӗ, ай, епле хӑюллӑскер!

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Анчӑк! — янӑратса ятӑм эпӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Ара, леш шурӑ анчӑк-ҫке ку!» -савӑнӑҫа шӑнӑҫтараймарӑм эпӗ хам пӗлнӗ йытта тӳрех палласа илсе.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унччен те пулмин ҫывӑхри хӑва тӗми хыҫӗнчен пӗчӗк шурӑ йытӑ ҫӗмӗрттерсе тухрӗ те, ҫаплах антӑхса кайсах вӗре-вӗре, йӗкӗт еннелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Вӑрӑ!» — тавҫӑрса илтӗм эп самантрах.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тимлӗрех пӑхсан, «ҫӗрулми суйлакан» ман шӑлавар кӗсйисене хыпаланса ухтарни те аванах курӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ пулас.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑй хура кӗпепе, шурӑрах сарӑ шӑлаварпа.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫав сасӑ еннелле палт ҫаврӑнса куҫа ывӑтрӑм та курах кайрӑм — лутра кӗтӗ тӗлӗнче темле ҫамрӑк, виҫесӗр «ҫеҫкене кайнӑскер», ман кӗпе-йӗм патӗнче кукленсе ларнӑ та аллисене ҫӗрулми суйланӑ пек хускаткалать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк ҫыран енчен ҫивӗч ҫинҫе сасӑпа йытӑ тулхӑрса вӗрсе яни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Мунча лапки кӗленче, чулӗ мерчен, ӑшши шерпет…»

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑппӑл-чаппӑл тукаланӑ май, шӳтлекелесе те илетӗп:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑкӑра кӑна мар, кӑмӑлӑма та веҫ уҫса ярать!

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed