Corpus of the Chuvash language

New

Наркӑмӑш ӗҫнӗ терӗҫ…

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ачам!..

Юлашки картинӑра, наркӑмӑш ӗҫсе вилекен Луиза патне пырса, ашшӗ — Миллер (Эльгеев) — тӑнран кайса кӑшкӑрни чылайӑшӗн чунне ҫӳҫентерчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуринчен ытла Луизӑпа Фердинанд вилӗмрен хӑрамасӑр пӗрне пӗри юратни тӗлӗнтерчӗ куракансене.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спектакль, пӗрремӗш картинӑран пуҫласа вӗҫне ҫитичченех, аван иртрӗ: артистсем хӑйсен ролӗсене суфлерсӑрах таса пӗлеҫҫӗ, декораци те, «Хаярлӑпа юрату» валли ятарласа ҫырнӑскер, вылякансене хавхалантарчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫхине, шӑп ҫичӗ сехетре, театра пухӑннӑ хӗрлӗ армеецсемпе хулари чӑваш интеллигенцине кӗске сӑмахпа саламланӑ хыҫҫӑн Дмитровский администратор артистсене «ни пуха ни пера!» терӗ те зала анса кайрӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку вара артистсен кӑмӑлне чылаях ҫӗклентерчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗрте чӑваш артисчӗсем спектакльсем валли хӑйсем декарацисем шыракаласа майлаштарнӑ пулсан, Самарта труппӑн аслӑ режиссерӗ хӑй пыра-пыра пулӑшрӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Декораципе бутафори хатӗрлеме театр администрацийӗ ҫине тӑрсах пулӑшрӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑс театрӗ питӗ савӑнса кӗтсе илчӗ чӑвашсене.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хула театрӗнче спектакль валли декорацисем хатӗррисемех пулнӑ, унти вырӑс труппи те иртнӗ сезонта ҫав пьесӑна лартнӑ-мӗн.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗрте «Светит да не греет» спектакль ӑнӑҫлӑ иртменнине асра тытса, Максимов-Кошкинский Самарти гастроле тӳрех Шиллерӑн «Хаярлӑхпа юрату» пьесипе пуҫлама шутларӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа типӗ те тӗве какайӗ, — ӑнлантарса пачӗ театр администраторӗ, граждан вӑрҫинчен аманса килнӗскер.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуйттан урапи с саксаул текен йӗплӗ курӑксем кӑна ӳсеҫҫӗ унта, лаша ҫимелли курӑк ӳсмест.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Лаша ҫимен йӗплӗ курӑк тупса ҫиет пушхирте тӗве.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ним ҫимесӗрех пурӑнать-и апла ҫав тӗве текен выльӑх? — интересленчӗҫ артистсем.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫӑ хатӗрӗсене лашапа турттарса ҫӳреме ҫук унта: йӗри-тавра шывсӑр пушхир кӑна, е тем сарлакӑш хӑйӑр тӗмӗсем-бархансем — сапаланса выртаҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Басмачсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗрте Вӑтам Азире, тӗве пулмасан, пире пӗтеретчӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӗверен ырри ҫук пушхирсем урлӑ каҫса ҫӳренӗ чух: шывсӑр-апатсӑр темиҫе кун пурӑнма пултарать ҫав выльӑх, — тӗве выльӑхшӑн хута кӗчӗ Дмитровский.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ай, тур, ҫав тери илемсӗр-ҫке ку тӗве, — те хӗрхенсе, те халь кӑна ун какайне ҫинипе тарӑхса, хыттӑнах каларӗ Ырзем.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed