New
Улля аппа калаҫмасан, пит кичем пек туйӑнать.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Сӗтел ҫинчи пӗчӗк лампа тата вӑйсӑртарах ҫуна пуҫларӗ, краҫҫын шӑршипе пӳртри сывлӑш йывӑрланать.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хутран-ситрен кӑмака таврашӗнче шӑрчӑк чӗриклетсе илет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Улля аппа калаҫма чарӑнсан, пӳртре йӗке сасси ҫеҫ илтӗнет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ку пӳрт кӗҫ-вӗҫ йӑванса кайӗ тесе ҫеҫ пурӑнатӑп.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Авланиччен шурӑ пӳрт лартас тесе ҫунать те, укҫи пухӑнмасть-ҫке.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр вӗреннӗ те, кансӗр пулсан та ҫавӑнтах каять.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Урӑх вырӑн тупасси вӗт.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Кӑшт та пулин укҫа тупса пулӗ-ши тетпӗр-ҫке-ха, — терӗ Улля аппа.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ытах кансӗр пулсан, мӗншӗн, Улля аппа, ывӑлпа Самара яратӑн эсӗ? — ыйтрӗ анне.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хуҫа ҫапла калать, тет: чӑваша ҫӗрӗк пулӑпа тип ҫӑкӑр та ырӑ апат, чӑваш, ун кайӑкӗ евӗр, начар апатпа та пурӑнать тесе калать, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хуҫа хӗлӗпе Ҫтаппана кӑвакарса кӗвӗленсе кайнӑ типӗ пулӑпа чей ӗҫтерсе усрарӗ, тет Хлиман хӑй патӗнче ӗҫлекенсене апатне ялан питӗ начар ҫитерет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗррехинче вӑл апат юлашкисем лартнӑ сӗтеле силӗ килнипе тапса йӑвантарса янӑ.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пирӗн Ҫтаппан питӗ сӑпӑ, йӗрӗнет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫтаппана вӑл ӳсӗр ҫынсенчен юлнӑ апат юлашкине ҫисе пурӑн тесе калать, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пуйса кайнӑ та Хлиман, хӑй чӑваш иккенне палӑртасшӑн мар, тет, чӑваша ҫын вырӑнне те хумасть, мӑшкӑллама ҫеҫ пӑхать, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫтаппан калать: Хлиман та ҫавах, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑшӗ пур, Шӗшле пеккисем, ӗҫлемесӗрех ҫӗрме пуян, улпутла пурӑнать, пирӗн пек ҫынна ҫӳп вырӑнне те хумасть.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Хӑшӗ ӗмрипе ӗҫпе тарӑхать, ҫукпах пурӑнать.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫапла-ҫке ҫав, — сӑмах хушрӗ анне.