New
Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗрсе калаҫнипе хӗрӗн кӗре пичӗ хӗрелнӗ, ҫаврака хура куҫӗсем ҫӑлтӑр пек ялкӑшаҫҫӗ, кулса илмессерен йӑлтӑрти шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Илемлӗ пӗчӗк пуҫне сулса илмессерен кӗске хура ҫӳҫ пайӑркисем пичӗ ҫинелле сапаланса анаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӑкӑрӗ ҫинче комсомол значокӗ ялкӑшать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл хура костюмпа, шурӑ кӗпе ҫухине пиншакӗ ҫине кӑларса янӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Нагасова мӑйне хӗрлӗ галстук ҫакас пулсан, Акчуров калашле, ӑна чӑнах та пионер вожатӑйӗ теме пулӗччӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ахаль чухне такама та анаслаттармалла кичем япаласем ҫинчен ҫак йӑрӑ хӗр тӗлӗнмелле, кӑсӑклантармалла каласа пачӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Выльӑх пӑхакансемпе ҫӗр ӑстисем, халиччен «протеин… карбамид… гидролиз… кольраби» йышши сӑмахсене илтсех кайманскерсем, унӑн хӗрӳллӗ калаҫӑвне тимлӗ итлесе ларчӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аля Нагасова выльӑх апатне химилле майсемпе мӗнле хатӗрлени ҫинчен тӗплӗ калама пуҫларӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Выльӑхсене белоклӑ апат мӗнле кирлине эсир пурте лайӑх пӗлетӗр…
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ку вӑл ҫӗр ҫирӗм кило протеинпа танлашать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Опытлӑ станци сӗннипе, эпир ӑна ҫапла хатӗрлетпӗр: аллӑ кило ҫӑнӑхпа ҫӗр кило улӑмран пин кило ҫӗпре тума пулать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унсӑр пуҫне эпир выльӑхсене гидролиз ҫӗприпе тӑрантаратпӑр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сыснасемшӗн, чӑхсемшӗн мезга — питӗ паха апат.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мезгана эпир ҫуни-ҫунипе тиесе килетпӗр те ятарласа чавнӑ шӑтӑксене хуратпӑр, кайран вара, пӑспа пӗҫерсе, пӑрҫа улӑмӗн ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса паратпӑр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫав хушӑрах «Ҫутталла» колхоз ҫав хаклӑ апата вунӑ тонна ҫеҫ туяннӑ…
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпир кӑҫал унтан ик ҫӗр аллӑ тонна ҫӗр улми каяшӗ — мезга илтӗмӗр, урӑхла каласан, ҫирӗм пин апат единици!
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Пирӗнтен инҫех те мар крахмал завочӗ пур.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Нагасова халӗ ун ҫине пӑхса калама тытӑнчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акчуров каллех темӗн мӑкӑртатса илчӗ.