Corpus of the Chuvash language

New

Вӑл, хулӑн та мамӑк пек ҫемҫескер, пӗрмаях куҫ умӗнче ялкӑшса-ялтӑрса тӑчӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫул ҫинче те, килсе ҫитсен те самантлӑха та асран тухмарӗ ҫав ҫӑмламас кӑвак тир.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тинкеререх пӑхрӑм та, ура айӗнче упа тирӗ выртнине ӑнланса илсен, те кӗвӗҫнине пула: «Эсӗ упа та тытнӑ-ҫке!» — тесе кӑшкӑрсах ятӑм.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Малтанах эпӗ ӑна типӗ те кӑпӑшка кӑвак мӑкпа сарса тухнӑ пулӗ тенӗччӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пуринчен ытла пӳлӗм урайӗ тӗлӗнтерчӗ мана.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тем те, тем те пурччӗ!

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Мӗн-мӗн кӑна ҫукчӗ пулӗ унта!

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӳлӗм мар, ытарайми вӑрман кӗтесӗ пек туйӑнчӗ вӑл мана.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Киле килме тухас умӗн вара, — суймастӑп! — вӑл пире хайӗн садӗнчи пӗчӗкҫӗ пӳрте — «сунарҫӑ пӳлӗмне» кӗртсе кӑтартсан, чӑн та, куҫ-пуҫ алчӑрсах кайрӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑна, паттӑр снайпера, дивизи командирӗ пӗтӗм салтаксен стройӗ умӗнче парнеленӗ виҫӗ кӗпҫеллӗ эрешлӗ пӑшал та мана ытлах ӑмсантараймарӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Иртнӗ ҫулта кӑна вӑл вунҫичӗ кашкӑр, вӑтӑр виҫӗ тилӗ тата тем чухлӗ вӗҫенкайӑк тытнинчен эпӗ питех тӗлӗнмерӗм.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пире те кил хуҫи сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, ҫав хушӑрах тата, сунарта хӑй курнӑ-илтнӗ ӗҫсем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ мыскарасене аса илсе, чарӑна пӗлми шӳтлерӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Паллах ӗнтӗ, хӑна-вӗрлене яланах юратса пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗнпе те пулин интереслентерме, тӗлӗнтерме пикенеҫҫӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗррехинче, хӑш ҫулхине халӗ астумастӑп (сентябрь пуҫламӑшӗччӗ пулас: йывӑҫсем пӑт-пат кӑна саралнӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем ем-ешӗлехчӗ-ха), мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр канмалли куна Йӗпреҫре, хамӑра тахҫантанпах кӗтсе пурӑннӑ чаплӑ сунарҫӑ патӗнче, савӑнса ирттертӗмӗр.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

(Тривим йысна калавӗ)

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Куйбышев гидроэлектростанцине тунӑ ҫӗрте «Хисеп палли» орден илнӗ Алексей Кириллов механик, Горький, Куйбышев, Асуан стройкисен ветеранӗ Василий Караев пек ӑста ҫынсем вӗсене, пысӑк стройкӑна килнисене, тинӗс уҫакансен ӗҫчен йышӗнче тулли праваллӑ ҫынсем пулма пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унпа пӗрле Михаил Кудымов, Ванцетти Семенов ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пульповодӑн пӗрремӗш звенисене Вӑрнар енчи чӑваш каччи Юрий Петров шӑратса ҫыпӑҫтарнӑ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Гидростроительсен малтанхи ушкӑнӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed