Corpus of the Chuvash language

New

Лашине кантарма вӑхӑт пултӑр тесе, вӑл килтен иртерех тухнӑ: «Самолет» пӑрахут Куславккана сакӑр сехет тӗлнелле ҫитмелле пулнӑ, анчах вӑл вуннӑра тин ҫитнӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Шӑлӗсем начарланман пулсан тата пӗр-ик ҫул усрама пулӗччӗ», — шухӑшланӑ Хӗветӗр.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вата пулсан тӑ, чӑваш «качакисенчен» юлман Айван: тӗпӗрт-тӗпӗрт вырӑнне тӑп-тӑп пуса-пуса чупнӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун пирки Михалапа калаҫса пӑхас пиркиех ҫак ватӑ лашапа ҫула тухнӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Утне хӗрхеннӗ вӑл, Кармӑш пасарне тутарсене сутма тесе темиҫе те кайнӑ пулнӑ, анчах пустарас килмен.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ну-у, Айван, хуллен юрт-ха халь анаталла, — терӗ те Хӗветӗр, чӑпӑркка аврипе хӑмсарчӗ лашине.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа та пулӗ Хӗветӗр, юри хатӗрленӗ утта лапчӑтас мар тесе, пуш тӑрантас ларчӑкки ҫине ларса ҫирӗм ҫухрӑм хуллен чуптарнӑ лашине.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куславкка ҫулӗ — кукӑр-макӑр, сӑртлӑ-ҫырмаллӑ; тип ҫанталӑкра — лӑкӑм-лакӑмлӑ, тусанлӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кун пек тӑрантаспа патша майри те ҫӳремен пулӗ, екконӗ-манӗ, — тесе тухса кайнӑ Хӗветӗр Куславккана ҫамрӑк мӑшӑра кӗтсе илме.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кине ларса килме ҫемҫерех пултӑр тата ан чӗтреттӗр тесе, Хӗветӗр тӑрантас ҫине пӑрҫа улӑмӗ мар — тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ пахча ути хунӑ, ҫиелтен кив утиял сарнӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла хатӗрленнӗ Марье аппӑшӗпе Павлуш Михалапа майрине чыслӑрах йышӑнмашкӑн.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӳрмине хӑйсем валли кӑна хӑварнӑ, кинне кӑтартас мар тенӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тутлӑ апатпа тӗлӗнтерес тесе, Хӗветӗре вӑрӑм хӳреллӗ така пустарнӑ, чи лайӑх какайӗнчен шӑрттан тунӑ, мӑн пыршинчен — тултармӑш.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марьепе Лисук лаҫра сӑра юхтарнӑ, тутлӑрах пултӑр тесе сӑрине ҫӑрарах ӑсларан хӑмла ярса йӳҫӗтнӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала авланнӑ тенине илтсен, Хӗветӗрӗн ун майрине пит курас килнӗ: темӗн, хӑйне тивӗҫлине тупса илейнӗ-ши вара, тенӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш хӑй те, пултарнӑ таран, пулӑшнӑ: хӑма татма, савалама, урай сӑрлама, йӗтӗн ҫӑвӗ вӗретме.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Платник ӗҫне Хура Сантӑрпа унӑн ывӑлӗ Валькка кӗрӗшнӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫӗ йӳнерех лартӑр тесе, Павлуш Тимуш ашшӗпе килӗшнӗ — вӑл ӑста маляр.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш ҫуллахи каникула киле кайнӑ, пиччӗшӗ хушнипе иккӗшне кӗтсе илме хатӗрленнӗ: вырӑсла хапха тутарнӑ, малти пӳртне тул енчен саваланӑ хӑмапа виттернӗ, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ сӑрлаттарнӑ, чӳрече хашакӗсене те, кантӑк янаххисене те шур сӑрпа сӑрланӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чуп-чуп уйӑх сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed