Corpus of the Chuvash language

New

Чӑн та, строительствӑпа юнашар ҫӗнӗ хула ӳснӗ май, нумай кӗттермерӗҫ вӗсене, ҫемьеллисене — ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттерсем, пӗчченнисене — общежитире пӳлӗмсем пачӗҫ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Шупашкарта та ҫаплах пулчӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Каллех уҫӑ пӗлӗт айӗ, палатка.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫемье пуҫӗ вара кивӗ вырӑнтан уйрӑлса ҫӗнӗ ҫӗрелле каясси ҫинчен шухӑшлать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ачисем ӳсеҫҫӗ, шкула ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫӗнӗ ГЭС пулмалли вырӑна пырса ҫитсен, гидростроитель уҫӑ пӗлӗт айӗнче е палаткӑра вырӑнти климатпа «паллашать», унтан, ҫӗнӗ хула, пысӑк ҫуртсем ӳссе ларсан, ҫемьеллӗ, кӳршӗ-аршӑллӑ пурнӑҫ ырлӑхне туйса илет.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Яланах ҫапла.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗр вырӑнта пурӑнни уншӑн нимрен те йывӑртарах пулӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Канӑҫсӑр ҫын вӑл.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Гидростроитель…

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑл Шупашкар ҫыранне ыттисенчен маларах ҫитсе тӑнӑ, унӑн коллективӗ гидроэлектростанци ҫурчӗн котлованӗ пулмалли вырӑнтан пӗрремӗш кубометр хӑйӑра ӑсса кӑларнӑ, ҫав хӑйӑр анатри пӗве кӳлепи шыв ҫийӗн вунӑ метр ҫӳллӗш ҫӗкленмелли вырӑна тин хывнӑ пульповод тӑрӑх юхса кайнӑ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапла калама сӑлтавӗ те пур.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапах та ГЭС летопиҫне пуҫараканни — «Гидромеханик» земснаряд.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗрисем земснаряд ҫинчи пӗрремӗш вахтӑра тӑнӑ, теприсем анатри пӗвен — перемычкӑн — пӗрремӗш метрне купаласа Атӑлалла кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — строительствӑна чи малтан ток паракансем пулнӑ…

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«Гидромеханизаци» участокӗнчи кашни ҫын хӑй Шупашкар ГЭСӗн чи малтанхи ӗҫне тунипе мухтанма пултарать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫын Атӑл варринелле хӑй аллипе хӑй ҫул хывса хӑюллӑн та шанчӑклӑн кӗрсе пычӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑйӑр утти ҫине строительсем малтанхи юпасене ҫапрӗҫ, ҫав юпасем утрав яланлӑхах ҫыранпа пӗрлешмелли ҫула — анатри пӗве пулмалли вырӑна паллӑ туса хучӗҫ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Никамшӑнах та паллӑ пулман ҫак пӗчӗк утрав Шупашкар ГЭСӗн историне хӑйне евӗр паллӑ ят пулса кӗрсе юлчӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анчах ӑна этем алли ӗмӗрлӗхех пӗр вырӑна пӑталаса лартрӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кам пӗлет, хальхи ҫамрӑксем ватӑлнӑ тӗле ӑҫтарах ҫитнӗ пулӗччӗ-ши Хӑйӑр утти?

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed