Corpus of the Chuvash language

New

Эпир, Иккӗмӗш Николай, Турӑ ырӑлӑхӗпе пӗтӗм Россия патшалӑхне Хамӑр ирӗкпе тытса тӑракан Император, Поляксен Патши, Финляндиянӑн Аслӑ Князӗ, тата ыттисен те, ыттисен те, ыттисен те Патши.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

ПАТШАРАН ТУХНӐ МАНИФЕСТ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Патша ҫуртӗнчи священник (духовник) хытӑ сасӑпа ҫак манифеста вуласа кӑтартнӑ:

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Йӗри-тавра шӑпах пулнӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Часах Зимний Двореца Аслӑ Патшамӑр, тата Аслӑ Патшамӑрӑн Арӑмӗпе Хӗрӗсем пырса ҫитнӗ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Пур те, пысӑк ӗҫсем пулассине сиссе, Аслӑ Патшамӑр пырассине чунтан кӗтсе тӑнӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Дворец умӗнчи темӗн пысӑкӑш тӑваткал пушӑ вырӑна пӗтӗмпех халӑх тулнӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан турӑшсене — Ҫӑлакан Христос сӑнӗпе Турӑ Амӑшӗн Хусанта тупӑннӑ сӑнне илсе пынӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Унта Аслӑ Патшамӑрӑн мӗн пур тӑванӗ-хурӑнташӗсем, ҫарти аслӑ пуҫлӑхсем, хула пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

1914-мӗш ҫулта, 20-мӗш июльре Императорски Зимний Дворецра пит пысӑк ӗҫ пулнӑ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Анчах та Даллес сӑмахӗсенчен ҫакӑ курӑнать: государство секретарӗ ҫак районсенчи йывӑр лару-тӑрӑва ҫаплипех хӑварма тӑрӑшать, вӑл ҫав лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатасшӑн мар.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Вырӑнти политикӑлла ушкӑнсенче ҫакӑн пирки те асӑрхаттарса калаҫҫӗ: Даллес илсе кӑтартнӑ примерсем виҫҫӗшӗ те Корея, Индо-Китай тата Тайвань ыйтӑвӗсене, урӑхла каласан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах татса памалли ыйтусене пырса тивеҫҫӗ.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Даллес атомлӑ бомбӑсемпе юнани мар, тепӗр енӗ тӗнчери лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатма тӑрӑшни кӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи вӑрҫӑллӑ хирӗҫӳсем малалла сарӑлассине чарса лартрӗ.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Фактсем вара ҫакӑн ҫинчен калаҫҫӗ: маларах асӑннӑ виҫӗ ӗҫре США, Даллес каланӑ пек, «вӑрҫӑ пуҫланас патнех» ҫитсе тӑнӑ пулсан, ку вӑл Америкӑн «вӑйпа пӑхӑнтармалли» политикинчен кӑна, урӑх государствӑсен шалти ӗҫӗсене сӗмсӗррӗн хутшӑнинчен кӑна килнӗ имӗш.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Урӑхла каласан, Даллес Америкӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсемпе усӑ курассипе юнаса Тайване ирӗке кӑларма чӑрмантарса тӑни ҫинчен калать.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

«Вӑрҫӑ пулассине сирсе яма» май панӑ виҫҫӗмӗш ӗҫ вырӑнне Даллес ҫакна асӑннӑ: США «китаецсене» Тайвань ҫине «тапӑнма» чарса тӑрать, тенӗ.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Даллес пачах тӗрӗс мар каланине ӗнентерӳллӗн кӑтартса памашкӑн кунта ҫакна аса илтерни те ҫителӗклӗ пулать: Индо-Китай ҫинчен тӑракан ыйту тӗлӗшпе Женевӑра тунӑ килӗшӳ ҫине Пӗрлешӳллӗ Штатсем алӑ пусма килӗшмерӗҫ, Женевӑра йышӑннӑ решенисене пурнӑҫлама вӗсем халӗ те чӑрмантарса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Даллес ҫапла каланӑ: «Пӗрлешӳллӗ Штатсем Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азие пӗрлехи ӗҫсем пулӑшнипе ҫӑлса хӑварма шут тытни, ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах Кӑнтӑр-Китай тинӗсне «Боксер» тата «Филиппин си» авианосецсене яни, вӗсен самолечӗсем ҫинче атомлӑ хӗҫпӑшал пулни французсен Женевӑри пӗрремӗш канашлури позицийӗсене ҫирӗплетрӗҫ», тенӗ.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Пурте пӗлеҫҫӗ, ҫапла калани вӑл пуриншӗн те паллӑ фактсене хирӗҫ пырать.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

1954 ҫулта Женевӑри канашлура Индо-Китай тӗлӗшпе килӗшӳ тунине те Даллес Пӗрлешӳллӗ Штатсем «татӑклӑ ӗҫӗсен» результачӗ пулнӑ пек кӑтартма хӑтланать.

Help to translate

Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed