New
Тупӑннӑ хитре мӑшӑр, — хӗрпе каччӑ ҫавӑн пек пулсанччӗ!..
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Юрать Укахвийӗ те ун пекех ӑслӑ, тепӗр кӗске турталлӑ хӗрача кун хыҫҫӑн шӑрт та март пулмалла, виҫ эрне сӑмах чӗнмесӗр ҫӳремелле.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрача пулас, ку, ӗҫре ҫитменлӗх курсан, калама аван мар тесе тӑрас ҫук, — унӑн вутхӗмле ҫиҫсе тӑракан пит-куҫӗ ҫине савӑнса пахрӗ Ятман.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫитес ҫул ӗҫлеме Липа сахалтан та виҫӗ бригадӑра виҫӗ звено тума, агрокружок уҫса унта агротехникӑна вӗренме сӗнчӗ, агрокружока хӑех ертсе пыма пулчӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эсӗ, Кудрявцева, рядовой комсомолка ҫеҫ мар, тата комсомол организаци секретарӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫре маттур пулмалла, хушнӑ ӗҫе вӑхӑтра тумалла, анчах коллектив ӗҫне хӳтӗлеме те пӗлмелле.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл мана та пӗлтермен, председателе хирӗҫ те нимӗн те каламан, кӗреҫе йӑтнӑ та часрах ӗҫлеме чупнӑ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑмӑлӗ хытӑрах та шӑлӗ ҫивӗчрех пулнӑ пулсан, вӑл хӑйӗн звенине пӑрахса каяс умӗн колхоз председателӗпе тавлашнӑ пулӗччӗ е мана пӗлтернӗ пулӗччӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах Кудрявцевӑн пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: вӑл тепӗр чух ытлашши йӑваш чунлӑ пулать.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Секретарь ӗҫлеме пултарасси пирки эп нихҫан та иккӗленмен, иккӗленместӗп те.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл Левентейрен те хӑраса тӑмасть иккен тата Укахвие те тӳррӗн калать, — юлашкинчен вӑл ӑна хыттӑнах тӗртсе илчӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман Липӑна кун пек куҫ-кӗретӗн калакан хӑюллӑ хӗрача тесе шутламанччӗ, вӑл ӑна хӑш-пӗр ҫамрӑксем пек никама та кӳрентерес мар тесе яланах ҫемҫен те асӑрханса калаҫакан хӗр пулӗ тенӗччӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Звенона хӑйӗн ӗҫне вӗҫне ҫитерме кӑҫал чӑннипе колхоз правленийӗ чӑрмантарчӗ, кӑна комсомолецсен пухӑвӗнче тӳрех каласа хӑварас пулать.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ пӗлетӗп, ҫулйӗр ӗҫӗ те пысӑк ӗҫ, унта та пултаруллӑ ҫын ярас пулать, ҫапах та вӑйлӑ тырпул тӑвас ӗҫре ертсе пыракан ҫынна унта ямалла пулман.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шӑрӑх кунсем тӑраҫҫӗ, калчана ҫӑлса хӑвармалла — Кудрявцева ҫук, вӑл тырӑ вырма тухас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах май уйӑхӗн вӗҫӗнче правлени Кудрявцевӑна ҫулйӗр ӗҫне бригадир туса ячӗ те, звенори хӗрсем сасартӑк аллисене усрӗҫ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тулӑ шӑтасса та лайӑх шӑтса тухнӑччӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗллехи шартлама сивӗсенче вӗсем ҫӗрӗн-кунӗн уйра юр тытрӗҫ, темӗн чухлӗ кӗл пухрӗҫ, ҫуркунне вӑрлӑх акас умӗн ҫӗре пахчари кишӗр йӑранне кӑпкалатнӑ пек ҫемҫетрӗҫ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Звенори вунӑ хӗрача хӗлле те, ҫуркунне те, ҫулла та лайӑх ӗҫлерӗҫ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ звено ӗҫне хурлама шутламастӑп, Кудрявцева юлташ.