New
— Ҫӑхавпа килнӗ юнашарти лавкка хуҫи, — пӗлтерчӗ лешӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Мӗн кирлӗ ӑна? — сиввӗн ыйтрӗ Максимов хӑйӗн заместителӗнчен.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Алексеевпа тем ҫинчен питӗ хумханса калаҫа пуҫларӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӳлӗме пӗр хура сухаллӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Манӑн аппа та хӑраса ӳкрӗ, васкатрӗ: каймасан, чӑнах та, персе вӗлерӗҫ, терӗ, — Костя хыҫҫӑн калама хӑйрӗ Павлуш та.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Килтисене пит хӑратрӗ вара сан телеграмму, Яким, — тинех сывлӑш ҫавӑрса ярса, каларӗ Костя хӑйӗн ӗлӗкхи юлташне.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иккӗмӗшӗнчен, телеграмма пирки акӑ мӗн калам: хистесе ҫырман пулсан, эсир паян ҫакӑнта килсе ларас ҫукчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Чи малтан, мана «эсир» мар, «эс» темелле.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Иоаким Степанович, мӗншӗн ҫавӑн пекех сехӗрлентерекен телеграмма янӑ эсир? — калама хӑтланчӗ Павлуш, анчах унӑн сасси чӗтренчӗклӗн тухрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кун пек хӑтланни пушшех тӗлӗнтерчӗ Павлуша: тин ҫеҫ сухалне хырса, питне якатнӑ политкомиссар, пысӑк турпаллиллӗ сӑмсине пудрӑпа шуратнӑскер, комиссар пек мар, пӗр-пӗр пьесӑри роле вылякан артист евӗр туйӑнса кайрӗ ӑна.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫывӑх юлташсем тесе шутла эсӗ!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑт тӗлӗнтермӗш ачасем!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гутен морген, Павел Николаевич!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Бон жур, Васильев!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сасартӑк Максимов ахӑлтатса кулса ячӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Сывах-и? — тытӑнчӑклӑн сӑмах хушрӗ Павлуш.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Костя Васильев, Максимовпа пӗрле нумай ҫул хушши пӗрле хура-шур курса пурӑннӑ пулсан та, юлташӗпе калаҫма сӑмах тупаймарӗ: — Сывлӑх сунатӑп, Иоаким Степанович, — терӗ, пӑлханса кайса.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсен умӗнче Яким мар, темскерле хӑрушӑ ҫын ларнӑ пек туйӑнчӗ: тӗттӗм кӑвак френч, галифе-брюки, пушмак ҫийӗнчен тӑхӑннӑ хура сӑран кунчасем, сылтӑм пӗҫҫи ҫумӗнчи пӗчӗк сӑран кобура — вӗсем пурте ҫӳҫентерчӗҫ Павлуш чӗрине.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлушпа Костя, чӗлхесӗр пулнӑ пекех, ним чӗнме аптрарӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑй, ӗлӗкхи майлах, сӗтел кӗтессине сулахай пӗҫҫине хурса ларчӗ.