Corpus of the Chuvash language

New

— Мӗн, алла сӑнчӑр тӑхӑнтарса, мана тытса каймах килмеҫҫӗ пулӗ те тата?..»

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Чӑнах, Сталин вӗт ку! — вӑл пӗтӗм кӗлеткипе каялла сулӑнса илчӗ, тӑр кӑнтӑрлах хула варринче ҫилхеллӗ кашкӑрпа тӗл пулчӗ тейӗн.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Сталин» хыҫҫӑнах, унран ик-виҫӗ утӑмра, милици тумне тӑхӑннӑ икӗ ҫамрӑк каччӑ пырать.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Чӑнах, сӑпачӗ-евӗрӗпе каснӑ-лартнӑ Сталин, ансӑртарах ҫамкаллӑ, вичкӗн куҫӗ вӗҫеври кӑйкӑрӑнни евӗрлӗ куҫ харшийӗ айне путнӑ, мӑйӑхӗ хура хӗлӗх тӑплӑмне аса илтерет, чӑпарланма пуҫланӑ шултра хура ҫӳҫне типтерлӗн каялла тураса вырттарнӑ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫине симӗс китель, тӗксӗм кӑвак галифе, урине вӑрӑм кунчаллӑ хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Сталин» васкамасӑр, ҫав-ҫавах малалла ӳпӗнерех, тигр пек ҫемҫен пускаласа утать.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тур ҫырлахах», — хӑш-пӗри сӑхсӑхса та илчӗ, хыҫҫӑнах ҫынсем самантрах шик кӗрӗкӗсемпе таччӑн хупланса ҫӑварӗсене шыв сыпрӗҫ те шӑлӗсене ҫӑтӑрт ҫыртрӗҫ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Чӗрӗлсе тупӑкранах тӑрса тухнӑ-ши вара вӑл?

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сталин, Сталин!..

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ай-уй, чӑнахах Сталин вӗт ку!..

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тимлесерех пӑх!..

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

…Манерӗ мар, Сталин хӑй ку!

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Чӑнах, ку ҫыннӑн Сталин манерӗ пур.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫакна кура ыттисем те хӑйсен куҫӗсене кӗрнеклӗ, хула урамне ӳпӗнерех утӑмласа виҫекен арҫын ҫинелле вӗҫтерчӗҫ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сас «сиктерекенни», вӑтам ҫулсенчи «хӑмла шалчи», казуар сӑн-питлӗскер, ҫуткамскер, сылтӑмалла ҫаврӑнса тӑнӑ та хула администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурт енчен митинга пухӑннисен хыҫнелле ҫывхаракан самаях ҫулланнӑ, кӗре сӑнлӑ ӳпӗнчӗк арҫынна пӑхса тӑрать.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫынсем харӑсах палт! ҫаврӑнса шуйхӑнчӑк сасӑ илтӗннӗ еннелле тинкерчӗҫ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсенчен тахӑшӗ: «Сталин килет!» — терӗ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Истори сучӗ!!!

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Истори сучӗ тумалла ӑна!

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed