Corpus of the Chuvash language

New

Юрать нимӗн те шарламасть хӗр ача.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пытармалли, унран ялан тислӗк шӑрши кӗрет.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй каларӑшле, тислӗк хурчӗ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл тин ҫеҫ ҫурӑлнӑ мӑкӑнь ҫеҫки пек ҫиҫсе, йӑлтӑртатса тӑрать, Иливан ҫил ҫинче сулланса ларакан хыт хура кӑна.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗнни каламасӑрах паллӑ: вӑл — турхан мӑнукӗ, пуян ҫын таврашӗ, Иливан — мӗскӗн ҫын ывӑлӗ, тарҫӑ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ ҫакна ҫеҫ лайӑх туять: темле хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫак каҫхи тӗл пулусем, паян мар тӑк ыран, ыран мар тӑк тепӗр кун инкек сиксе тухатех уншӑн.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пур-ҫке вӑл ӗренкӗлӗх виҫи, атте-аннесем, асаттесем-асаннесем туса панӑ йӗрке те пур.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле виҫе вӑл, кам картса панӑ ӑна — Иливан хӑй те калама пултараймасть.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене лайӑх, хӑтлӑ, ырӑ, илӗртӳллӗ, ӑс-пуҫ вара систерсех, асӑрхаттарсах тӑрать: асту, каччӑ, эс ытлашши иртӗхмесне, тӑванӑм, эс, чарусӑр этем, хӑвна картса панӑ виҫерен тухса каймарӑн-ши?

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимӗн те пӗлмест ҫакна каччӑ, хӑй темле вӑрттӑн ӗҫ тунине ҫеҫ чухлать.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телей-и вӑл ялан пӗр ҫын ҫинчен шутласси, ялан пӗр ҫынна кӗтесси е нехекрен килсе тухнӑ ӑншӑрт, инкек?

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах тӗпӗ-йӗрӗпе хӑй те ӑнланса пӗтереймест-ха: юрату-и ку е чӗрене кӑтӑклакан вылянчӑк туйӑм ҫеҫ?

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь йӗкӗт юрату мӗнне кӑшт сиссе илнӗ пек туйӑнать.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынна калама та лайӑх мар та, савни мӗн иккенне те пит чухласах каймасть ҫамрӑк ҫын.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗрӗс ӗнтӗ, улахра каччӑ мӗн пурӗ те иккӗ-виҫҫӗ ҫеҫ пулса курнӑ, вӑйӑ картине вара пачах тӑман.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку таранччен Иливан ялти хӑй пек каччӑсенчен пӗр енӗпе ҫеҫ «катӑк» пулнӑ: ыттисем пек улаха, вӑййа, тапӑсене ҫӳреймен, хӗрсем хыҫҫӑн чупайман.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата мӗн туса лармалла вӗсемпе урамра, мӗн ҫинчен калаҫмалла?

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ара, Иливанӑн каҫсерен ял тӑрӑх сулланса ҫӳреме вӑхӑчӗ те ҫук.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялти йӗпе сӑмсасем ӑна мӑн кӑмӑллӑ теҫҫӗ (кунашкал сӑмах та кӗнӗ ун хӑлхине), пӗве кӗнӗ яш ҫын вӑййа тухмасть имӗш, хӑйӗн тантӑшӗсемпе хутшӑнмасть.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed