Corpus of the Chuvash language

New

Фельдшер пӗр супкӑм ҫухалса, сывлама хӑймасӑр, Урӑлманкин ҫине шӑтарасла, алчӑравлӑн пӑхса тӑчӗ, вара атака — чи шанчӑклӑ хӳтӗленмелли мел тенине аса илчӗ пулас -типӗ аслати пек кӗмпӗр-кӗмпӗр кӗмпӗртеттерсе ячӗ:

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗнле Трофим хӗнесе, ватса, тӳсе пӗтернӗ мана?

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эсир мӗн, шӳт тӑватӑр-и?

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Эсир мӗн, эсир мӗн, Иван Иванч, мана, кулӑш туса, ман ҫинчен ял ҫине хура ят сарса, ята ҫӗртсе, нехекрен патак ҫынӗ, хур курнӑ ҫын муталаса, манах вӗлерекен-пӑчламӑш клемине ҫапса хунӑ?

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофим пек ырӑ ӑс тыттарнӑ качака такине кашни ялтах «паспортласан» та ытлашши пулмӗччӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ку ялта ҫеҫ-и?

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑ-хӑ…

Патакки-наганӗ те, кирлӗ «кодексӗ» те унӑн ҫамки ҫинчех!

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑт пулатчӗ йӗрке!!!

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑт пулатчӗ!..

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ак кама уйӑрса лартмалла пулнӑ ку ялта участковӑй пулма!

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ятне Гиннесӑн рекорд кӗнекине ҫырмалли качака таки вӗт ку! — ӑш-пиллӗ куллине «хӑлхисенчен ҫаклатса», айран ирӗлчӗ милиционер, унтан, тул картаран тухнӑ май, хушса хучӗ:

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗн те пулин тутлине е ҫӑкӑр парсан, хӑй тӳпине пӗтӗмпех сӑвакан мӑшӑрне е путеккисене хӑварать, шӑршласа та тӑмасть…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ҫемйине те ҫирӗп сыхлать: йытӑ-и, вӑкӑр-и, нихӑшне те ҫывӑха ямасть, самант сӗмсӗрккесене мӑйракине «тутантарса кӑтартма» манерленсе тӑрать.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Чӑн-чӑн арҫын вӑл тата, пирӗн Трофим, — хӗвел питӗнчи пӑр пек ирӗлсе тӑчӗ халӗ кил хуҫи арӑмӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑрахчен киленчӗҫ этемсем килти выльӑхпа.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тӑлпӑвне, уйрӑмах элес-мелес кӗрнек, кӗмӗркке, капмар мӑйракисене кура ку качака таки чӑнах таҫтан Кавказ тӑвӗсем хушшинчен чӑваш ҫӗрне арпашса ҫӳресе е ырӑ хуҫана шыраса килсе ҫакланнӑ, тейӗн.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофим талпам, сарлака ӑмӑрлӑ, пиҫсе ҫитнӗ торн пек куҫлӑ, армути шерепи пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑ качака таки, ҫемйине хӑй тавра пуҫтарнӑ та, хӑнк та сикмесӗр, лӳ те тумасӑр, хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне туйса, тӳлеккӗн, ҫемҫен кӗмӗртетсе, кавлек кавлесе выртать.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унсӑрӑнах мар ӗнтӗ…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed