New
Ула Тимӗр хӑйне чун хавалӗн юлашки тӗпренчӗкӗпех хисте-хисте вӗче кӗсйинчен юлашки пӗтӗм укҫине (25 тенкӗ), леспромхозра ӗҫлесе илнӗскере, кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫын пулса ура ҫине тӑмасӑрах, пӗр чӗптӗм те пулин телей курмасӑрах, Полинӑпа пӗрле пулмасӑрах пурнӑҫран уйрӑлса каяс-и.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халӗ пурнӑҫ пуҫламӑшӗ кӑна-ха!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ах, ытла та пурӑнас килет-ҫке!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр халӗ чӑннипех сехӗрленсе ӳкрӗ, лачӑрах кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Укҫана кӑларса хурмасан, ҫакӑнтан вунӑ утӑм тусанах сана хӗп-хӗрлӗ юн тинӗс хумӗ пек хупласа хурӗ, татах тепӗр икӗ кунтан кӑнса выртӑн! — юмахри шӑпӑр ҫине ларса вӗҫсе ҫӳрекен тухатмӑш карчӑк куҫӗпе «пӑталасах» лартрӗ пӗрремӗш хӗрарӑмӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑлармалла-и укҫа е ҫуки?»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халӗ Ула Тимӗр, шалтан чӑрмаланса, пӑркӑчланса, икке юпленсе, «ик вут хушшинчех шӑлне ҫатӑрт-ҫатӑрт ҫыртса илчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ай-уй, ӑҫтан пӗлет вӑл манӑн укҫа хӑш кӗсьерине? — хурав кӗтмесӗр ыйтрӗ каччӑ хӑйӗнчен хӑй, вара ку хӗрарӑмсем чӑннипех асамҫӑсем пулни пирки пач иккӗленме пӑрахрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗрарӑмсем пӗлеҫҫӗ пуль ҫав арҫынсем укҫисене ытларах ӑҫти кӗсйине чиксе ҫӳренине, анчах ҫамрӑкшӑн ку каллех тӗлӗнмелле япала пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑлаварун хыҫалти вӗче кӗсйинче вӑл!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Пур санӑн укҫа!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ан суй! — сассине хӑпартсах ячӗ иккӗмӗш хӗрарӑмех.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Урӑх ҫук манӑн укҫа, — хӑйне хӑй пусахласах хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут хӑюллӑн суйрӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр ӗнтӗ хӑй чӑннипех юлашки ҫӑкӑр таткисӗр юлма пултарасса ӑнкарса илчӗ, вара, этемӗн хӑйне сыхлас инстинктне парӑнса, ытти укҫи ҫинчен тӗрӗссине пытарас терӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ку сахал! — ҫатӑр тинкерсе, «мӑйран пӑвсах» «тапӑнчӗ» качча сассипе иккӗмӗш хӗрарӑмӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хур ҫӳҫ пӗрчи ҫине укҫа!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем сана пулӑшччӑр тесен, санӑн вӗсен кӑмӑлне ҫӗклемелле, вӗсене парне памалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ун тӑрӑх эпӗ куҫа курӑнман вӑйсене чӗнсе илетӗп.