Corpus of the Chuvash language

New

Пӑхатӑп — ман умра эсӗ мар, ҫав мӑйракалли епресе тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылайччен выртрӑм эпӗ пуҫ, шӑмшак чӑтма ҫук ыратнине пула йынӑшкаласа, вара хальхи эпӗ — чун — ӳт-тире хӑвартӑм…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш вӑхӑтра эпӗ силос шӑтӑкне анса ӳкнине хам та ас тумастӑп.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипе вара сан пек курӑнса ман умра ҫав мӑйракалли (Полина каллех куҫне вупкӑн еннелле чалӑштарса илчӗ) туртӑннӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ун чухне эпӗ сан хыҫҫӑн пыратӑп тесе шутланӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Силос шӑтӑкӗ патне епле майпа пырса тухрӑн, Полина?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ каярахпа хамах аппӑн-тӗппӗн ура ҫине тӑтӑм, хамах малалла тапаҫлантӑм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ас тӑватӑп: сана хӑвна та ун чухне питӗ йывӑрччӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, ҫук, эсӗ пӗртте айӑплӑ мар.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эх, ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса тухасса пӗлнӗ пулсан…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипех калатӑп: сана сӗтӗрме манӑн (хӑвах ас тӑватӑн: иксӗмӗр те ун чух ытлашширех ҫӗпрелентӗмӗр) ниепле те вӑй-хал тупӑнаймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Сана уйра пӗччен пӑрахса хӑварнӑшӑн та хама нихӑҫан та каҫармастӑп.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ула Тимӗр тинех алтӑклӑ-путӑклӑ сукмакран пӑрӑнса такӑр ҫул ҫине тухнӑ пек туйрӗ хӑйне.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чун-чӗреренех каҫару ыйтатӑп ҫакӑншӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ пӑсса ятӑм сана…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ мар-и-ха сана ҫине тӑрсах эрех-сӑра еннелле сулӑнтараканни, ӳкӗтлесех пӗрремӗш черкке сӗнекенни?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тен, ку вупкӑн хӑйӗн хура ӗҫне тума мана та ӑс тыттарнӑ?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пӗр черкке тӑррине татса парсанах куҫа ҫав «кӗҫӗн хуҫа» (Полина пуҫне вупкӑн еннелле сӗлтсе илчӗ) елпӗрсе курӑнкалама пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн чухне манӑн пуҫра пӗрремӗш хут пурнӑҫран уйрӑлса каяс шухӑш ҫуралчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр кунне урӑлсан, санран, ачасенчен, ял халӑхӗнчен вӑтанса пуҫа ниҫта кайса чикме пӗлмерӗм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed