New
— Чимӗр-ха, арҫынӗ Кавӗрле Павӑлӗ мар-и ҫав? — хӑштик-хӑштик сывлакаласа, ыйтрӗ шупка кӗрен сӑн-питлӗ, сунар кӑйкӑрӗнни пек ҫивӗч куҫлӑ чух хӗрарӑм, ҫавине кӑвапинчен ик аллипе те ҫатӑрласа тытнӑскер.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Арҫынӗ хутран-ситрен парка ҫӗкленнӗ курӑк хушшине кӗрсе чечек татать, пухкаласан, ӑна хӗрарӑма тыттарать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ иккен.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӗрарӑмӗ чӑлт шурӑ блузкӑпа, юбки ҫутӑ хӑмӑр пулас.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Арҫынӗ кӗске хуллӑ шурӑ кӗпепе, сарлака пӗҫӗллӗ шӑлаварӗн тӗсӗ вара катаран паллах та мар: те хура, те хӑмӑр, те тӗксӗм кӑвак.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Лутри кӳпшеке питлӗ, кӗрешке, хура ҫӳҫлӗ мӑкламас; яштаки сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, самай пӗве кайнӑскер пулас.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Часах ҫырма кукри майӗпе выртакан сукмакпа икӗ ҫын васкамасӑр утӑмланине асӑрхарӗҫ: пӗри хура хурлӑхан тӗмми пек тайӑн, тепри — йӑрӑс ешӗл хурӑн пек яштака.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Камсем пулчӗҫ-ши кусем?
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Ай-уй, ытла та чун хусканмалла, черчен шӑрантараҫҫӗ, Шупашкарти юрӑҫсем пекех.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Утӑ ҫулакансем, ӗҫ юххине пӳлсе, хӑш та хаш хашлаткаласа, пӑш та паш пашлаткаласа, лӑш-лаш тӳрленкелесе тӑчӗҫ те, тарланӑ пичӗ-куҫӗсене вӗлтти-велтти шӑлкаласа, ҫӳҫ-пуҫа тирпейлекелесе, ӗнтӗ туй шӑнкӑравӗ сассиллӗн татӑлмасӑр юхакан юрӑ илтӗннӗ еннелле хӑпӑл-хапӑл ҫаврӑнса, тим хурсах тинкерчӗҫ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Юрӑ янӑравлансах пычӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Дуэтпа юрлаҫҫӗ — арҫынпа хӗрарӑм.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫуркунне иртет пулсан та Пирӗн юрату иртес ҫук, Иртес ҫук нихҫан чунсем савнӑран…
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Улмуҫҫи тӑкать шурӑ ҫеҫкине Эпир ларакан ансӑр сак ҫине.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кӗҫех ҫывӑхри ансӑр, авкаланчӑк, чӗлтӗр-чӗлтӗр юханшыв урлӑ хывнӑ вӗр-ҫӗнӗ каҫма енчен чун-чӗрене сӑркӑлтаттарса тыткӑнлакан ҫепӗҫ, чечен, хаваллӑ юрӑ илтӗнсе кайрӗ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен, ытларах шӑма кӗпҫи, чавка куҫ, шӑрттан, чапӑр, ула кайӑк, эмел, чей, чӑпӑл шӑрши чун уҫҫи, ҫӑтса тӑранайми тутлӑ, шеп.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Чемчем, шӑнкӑрав, шартла, ытти чипер курӑксен айӗнче ҫу ырлӑхӗпе киленекен харсӑр, хытанка сассисемпе ал сехетне ҫаврӑннӑ уяр шӑрчӑкӗсен хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ хӑчлаттарни ҫеҫ ҫулакансен симфонилле хӗрӳ ӗҫ кӗввине ларасшӑн мар.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӑч! хӑч! хӑч! хӑчлаттаракан та пур.