New
Ҫапла майлӑрах сӗмленсе, эпӗ ҫывӑхрах, шӗпӗр-шепӗр япаласем хушшинче выртакан, ҫуркаланчӑк, хӗррисемпе чӗлпӗкленсе пӗтнӗ, сӑрламан пӗчӗк хӑма таткине алла илтӗм те тӗкӗнмен шӑмӑ купи патнелле чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫывхартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл та пурӑнасшӑн…»
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл та ҫиесшӗн…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл та чун-ҫке…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Пӗчӗк йыттин вара мӗншӗн выҫӑ юлмалла-ха?
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ман чӗрене ҫак сӗмсӗрлӗхе ҫапса аркатас, сирсе ывӑтас туйӑм хӗлхемӗ ҫутатса-пӗҫертсе илчӗ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Эппин, такам кунта нумаях пулмасть йытӑсене шӑмӑ пӑрахса хӑварнӑ, — ӑспа ҫавӑрса хутӑм эпӗ — Шӑммисене вара пурне те хура йытти никампа пайламасӑр, хӑй ҫеҫ кӳпсе-хыпса ярасшӑн пулас».
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ку та шӑмӑ иккен.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вырӑна чикенсерех тӗрӗслерӗм те, хура йытӑпа юнашарах каҫ сӗмлӗхӗпе пиеленнӗ, хӑмӑл тӑплӑмӗ пек мӗлкеленсе выртакан тепӗр пӗчӗкрех купа асӑрхарӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кӑшт айккинерех тепри, кил йытти, лӑпӑска, анчах пӗчӗк те йӑпшак кӗлеткеллӗскер, шурӑрах тӗслӗскер, ҫавскер апатланнине сӗлекине ҫулакаласа, халланса пӑхса тӑрать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ай, ҫавӑрттарать, ай, шатӑртаттарать: шатӑр! шатӑр! шатӑр!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Чӗлтӗрти курӑк пуснӑ ҫерем ҫинче, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫапнӑ, симӗс сӑрпа сӑрланӑ хӑма карта ҫывӑхнерех, пӗр кӑнттам, элес-мелес хура йытӑ, пойнтер, хырӑмӗпе выртса хӳрине ҫекӗлле авса хунӑ та киленсех умӗнче шуррӑн-тӗксӗммӗн купаланса выртакан шӑмӑсене тӗшӗрет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хам та сиссе юлаймарӑм — темӗнле асамлӑ вӑй мана ҫав камера вырнаҫнӑ ҫурт хыҫнелле, йытӑсен чунӑма тарӑнах тапратнӑ, чун-чӗрере палламалла мар тӗрӗслӗх туйӑмне вӑратнӑ сассисем еннелле ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе те ячӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӑхатӑп: эпӗ сыхлӑх камери патне ҫитнӗ иккен.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Чарӑнса тӑтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ахаль чух кунашкал шӑй-шай ҫине алӑ кӑна сулнӑ пулӑттӑм-и, анчах ҫинҫе те ҫивӗч саслӑ йытти ытла та асаплӑн, хӳтлӗхсӗррӗн лӑйларӗ-ҫке.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫавӑнтанах ирхи ыйӑх пылӗ юхтаракан, таса сывлӑм кӗмӗлӗпе ҫӑвӑнакан хула тӳлекне тепӗр йытӑн хулӑн, хаяр сасси хӑр-р-р! хӑрлатса-хӑрӑлтатса касӑнса кӗчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Манӑн хура-шур самаях тӑпкалантарнӑ чӗре сакӑлтӑклӑн кӑрт! турӗ те, пӑр пек сивӗнсе, йӗп тирӗнсе кӗнӗн ыратса кайрӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сасартӑк сылтӑм енчен темӗнле йытӑ (е йытӑ ҫури пулчӗ-ши?) ҫав тери вӑрӑммӑн, эрлӗклӗн, татӑла-татӑла йынӑшса нӑйӑклатни (хулари пӗртен-пӗр сасӑ!) илтӗнсе кайрӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Халӗ манӑн чи ҫывӑх тӗллев — зала кӗрсе кута тӗкесси, вунӑ сехетчен, семинар пуҫланиччен, чӗптӗм ыйхӑ йӑкӑртса, пӑртак пуҫа кантарса илесси, унтан килен-каянсен ҫуртне вӑхӑтлӑх пурӑнма вырнаҫасси.