New
Пӗр йӗплӗрех, сӑмах ҫеҫ калан хӗрсем таҫта илтӗнмелле янраттарса кулаҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Купӑс сасси ҫеҫ ҫитмест.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн итлеме тӑратӑн, пур ҫӗрте те хаваслӑ кӗвӗ илтӗнет улах ӑйккинчи вӑрманта куккук авӑтать, кайӑкӗ юрлать, курӑк ӑшӗнче шӑрчӑкӗ чӗриклетет, пур ҫӗрте те ҫава чашлатать, лапатка сасси сывлӑша ҫурать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫта пӑхан, унта — хӗвел ҫинче ҫава харсӑр салтак аллинчи хӗҫ евӗр ялкӑшать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫта пӑхан, унта — тӗрлӗ теслӗ тутӑр, кӗпе, саппун, икӗ ял хӗрарӑмӗсем ҫаран ҫине ӗҫлеме мар, хӑйсен уяв тумне кӑтартма тухнӑ тейӗн.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫава илсе килменнишӗн ӳкӗнсе, Ятман хӑйсен ял ҫыннисем патне ҫывхарать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ ялӗ те утӑ ҫулма пӗр кунхине тухнӑ, ӗҫлессе те пӗр вырӑнтах ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та икӗ ял ҫыннисем ҫырма урлӑ пӗр-пӗрне чӗнни те илтӗнкелет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Уяв тумӗ тӑхӑнӑ халӑх ярмӑрккана: аса илтерет, лапаткапа ҫава хӑйрани янрамасан, никам та кунта утӑ ҫулаҫҫӗ тесе калас ҫук.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫырман икӗ айккипе те пӗрремӗш кун утӑ ҫулма тухнӑ халӑх хӗвӗшет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Куҫ умне халӑхпа тулнӑ анлӑ улӑх тухса тӑрсан ҫеҫ Ятман ӑна-кӑна маннӑ пек пулчӗ, чӑтлӑхпа пынӑ хыҫҫӑн шап-шур чечеклӗ уҫланкӑна тухнӑ ҫын евӗр, тек малалла утма хӑймасӑр умри картинӑпа нумайччен киленчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку асаилӳсем Ятман ӑс-пуҫӗнче хӑйсем тӗллӗнех ҫуралчӗҫ те ҫаран патне ҫывӑхах ҫитмесӗр те сӳтӗлсе пӗтмерӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапла ҫапӑҫтарнӑ ҫитмен пурнӑҫ икӗ яла, ҫӗршер ана ҫӗртсе улӑх-ҫаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирӗн ҫӗр кӳршӗ ял аллинче тесе хӗтӗртнӗ, вӗсем ҫапӑҫнине савӑнса пӑхса тӑнӑ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ваттисем каласа пама тытӑнса, ҫамрӑксем вӗсене тӗлӗнсе итлеҫҫӗ: мӗнле-ха ӗлӗк ҫак икӗ ял вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫса пурӑннӑ, мӗн ҫитмен ҫынсене?
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑваш ялӗпе тутар ялӗ кӳршӗллӗ пурӑннинче хӑйне евӗрлӗ илемлӗх пур: чӗлхе уйрӑмлӑхӗпе йӑла уйрӑмлӑхӗ вӗсене пӗр-пӗрне чысласа хисеплеме, пӗр-пӗрин тӗлӗшӗнчен раснах тараватлӑн пулма хушать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗ ҫак икӗ ял, шывпа сапса уйрайми туссем пек, ӗҫре те, уявра та пӗрле.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кам пӗлет, ҫак сарлака мар юханшыв пулман пулсан, Атӑлкассипе Тутаркас, майлӑ вырӑн шыраса, иккӗшӗ икӗ тӗле нумай аякка кайса ларнӑ пулӗччӗҫ, унти ҫынсем пӗр-пӗрне ҫывӑх палласах та кайман пулӗччӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫырма ҫынсене уйӑрмасть, пӗрлештерсе тӑрать.