New
— Кур, мӗн тет: аркататпӑр, тет!
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫынсем ку сӑмахсене ырласа илчӗҫ:
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Нимӗҫсем пире Сталинградшӑн тавӑрасшӑн, питӗ вӑйлӑн тапӑнса кӗреҫҫӗ. Анчах эпир чакас вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. Кӗтсех тӑр, атте, часах нимӗҫсене кунта та аркатса тӑкатпӑр», — тесе ҫырать вӑл ашшӗне.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Арифулла летчик-истребитель иккен, вӑл ӗнтӗ нимӗҫсен темиҫе самолетне персе ӳкернӗ, халӗ Орел патӗнче ҫапӑҫать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кабир ӑна васкамасӑр вуласа пачӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑй вӑл хута начартарах пӗлет, ҫавӑнпа картус ӑшӗнчен кӑларнӑ ҫыруне Кабире тыттарчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ ӗнер ҫеҫ унтан ҫыру илтӗм, итлес кӑмӑлӑр пулсан, ӑна вуласа пӑхма пулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ман ывӑлӑм, Арифулла, шӑп кӑна Орел патӗнче вӑрҫать, — терӗ вӑл.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман хӑй сӑмахне пӗтерсен, ӑна пулӑшма пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ арҫын, сывлӑх начартан ватӑличченех патак тытнӑ Назиб тухрӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та, хӑш-пӗр сӑмахсене вӑл пӑсарах та кала-кала хурать ӗнтӗ, анчах ҫынсем ӑна каҫараҫҫӗ: чӑвашла калаҫнӑ чухне кун пек айӑп вӗсен хӑйсен те пулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тутаркассем Ятмана яланах юратса итлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл калаҫусене тутарла ирттерет, ӑнлантарасса та лайах ӑнлантарать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Итлетпӗр, кунтан та илтӗнет, — терӗҫ хӗрарӑмсем, хӑйсем ҫавах та малалла сиксе ларчӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кабир Ятман карттине хӑех хӑва тӗмӗ ҫине ҫакса хучӗ, колхозниксене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӳршӗсем апат тума ларнине курсан, Ятман политинформаци ирттерме вӗсем патне каҫрӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хӑйне Тутаркас ҫынниех тесе шутлать пулас, иртенпех кунтан ниҫта пӑрӑнмасӑр ӗҫлет, атӑлкассем патне курма та пулин килмест.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑна Ятман паҫӑрах палларӗ, ку — Олимпиада Осиповна.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унпа юнашар шурала пуҫланӑ симӗс блузка тӑхӑннӑ ҫинҫе пилӗклӗ яштака хӗр ҫулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗрлӗ тӗслӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем хушшинче Ятман пуҫ тӳпи ҫине тюбетейка лартса янӑ Кабире курать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсен йышӗ пысӑках мар, ӗҫлессе те ӗнтӗ халӗ вӗсем хӑйсен кӳршисем ҫине пӑха-пӑха, ытлашши шуйӑхмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, атӑлкассене калаҫма кансӗрлесрен шикленеҫҫӗ тейӗн.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Лешсем апата ларма васкамаҫҫӗ-ха, ҫав-ҫавах ҫулаҫҫӗ.