New
Сивӗ яшка сивӗтмест, сивӗ сӑмах сивӗтет е тимӗр касни тӳрленет, сӑмахпа калани тӳрленмест, теҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Халӗ ӗнтӗ унӑн, тӑкӑнса тӑракан ҫемье телейӗпе киленсе пурӑнаканскерӗн, ачисем кӑна мар, мӑнукӗсем те пур.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Хӑйӗн салтак тивӗҫне пурнӑҫласан, Иван хӑй хӗсмет тунӑ вырӑнсенче — кантӑк пек кӑвак каҫсемлӗ Карели енчех — пурӑнма юлать, вӗренсе, алла экономист специальноҫне илет, ҫемье ҫавӑрса, тымарлансах, ҫуртлӑ-йӗрленсех тӗпленет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Анчах пурӑна-киле Анукпа амӑшне те Иванпа амӑшӗн артакех, хисепех ҫаврӑнса тухать: пӗчӗк айӑпшӑнах, пурнӑҫри ӑнсӑрт такӑнушӑнах анӑш-тӑнӑш, хирлешӳ-харкашу, чышкӑ муклашки, патакӗ-пушши…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ана Анук тесе ят параҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тӑхӑр уйӑхран ҫаксен хӗрача ҫуралать.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Иван амӑшӗ вилсен, хӗрӗхрен иртнӗ Ҫтаппан арӑмне пытарнӑ кун каҫхинех ҫӗнӗ арӑм тума ялти вӑтӑр икӗ ҫулхи хӗре илсе пырать.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Уринче ҫӑмӑл пушмак (тӗсӗ паллӑ мар).
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чечеклӗ кӑвак ҫитсӑран ҫӗленӗ платьепе.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫӳхе тутине чӑп тытнӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Хӗрача, пуҫне тӳррӗн тытса лараканскер, сӑнӳкерчӗк ҫинче амӑшӗ пекех типшӗм питлӗ, ҫутам.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ку сӑнӳкерчӗке Анук пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне ӳкерттернӗччӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Анук ӗнтӗ Иванӑн тӑван амӑшӗ хыҫҫӑнхи амаҫури амӑшӗнчен ҫуралнӑ йӑмӑкӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мучи шарӑхса кайнӑ куҫне Иван сӑнӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ тепӗр ачин — Анукӑн — сӑнӳкерчӗкӗ ҫине шутарчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Шӑпах хӗсметре тӑнӑ ҫулсенче Иван килӗнчен чӑтма ҫук йывӑр хыпар илет: унӑн пурнӑҫенчи тӗп тӗревӗ, пайтахранпах хӗн курса пурӑннӑ амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ят тухсан, Ивана салтака илнӗ…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Паллах, ачаранах ӗҫ ҫумне куршанакланнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫамрӑкӑн таса чун-чӗрине ҫакӑн пек сӑмахсем пуртӑ пек касӑнса кӗмесӗр, унта нихӑҫан тӳрленми сурса ыратакан сурана ҫаврӑнмасӑр пултарайман..
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ачана килтен хӑвалани те пулнӑ, амӑш хӳтти ҫеҫ ҫӑлкаласа хӑварнӑ ӑна.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Кун йышши «асар-писер, тум-хаяр хура ҫил-тӑвӑл» Ҫтаппан ҫемьере пӗрре мар ҫӗклесе ҫавӑрттарнӑ, арӑмӗн сурпанне ҫурмаран туртса татни те пулнӑ (паллах, ют ҫын куҫӗ-хӑлхи курман-илтмен чух), кашнинчех Иван ҫумне вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йывӑр та киревсӗр сӑмахсем тикӗтлесе ҫыпӑҫтарнӑ: «шпана», «услап», «укҫа мурӗ», «харамса», «ханттар», «тункӑлтӑк», «кӳпӗнсе кайман такана хырӑм» тата ытти те.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чун иллисем!..