Corpus of the Chuvash language

New

Чӑрт! ҫапать ҫакскер пӗр пӗрчин кӳкӗртлӗ вӗҫӗпе йӗнӗн кӳкӗрт сӗрнӗ хӗррине — чӑрррр! сирпӗнсе каять пӗчӗк вут ҫулӑмӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Апла та капла выляса йӑлӑхсан, Андрейка кухньӑри сӗтел сунтӑхӗнчен спичка йӗнни илет, унтан, йӗнӗрен, темиҫе шӑрпӑк пӗрчи чӗпӗтсе кӑларать.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчах ачасене те пӗррехинче вӗри апат пулмасан та, «ӑшшине» те пулин ас тивес килсе кайнӑ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ашшӗ-амӑшӗ хӑш-пӗр чух, уйрӑмах ӗҫҫи вӑхӑтӗнче, кӑнтӑрлана та киле килмен, ҫавна пула кусен хырӑм выҫҫине янтӑласа хӑварнӑ сивӗ яшкапах е тип апат ҫырткаланипех ҫырлахтарма тивнӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ачасем вара яра куна мӗнле пӗлнӗ ҫапла кӗскетнӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ашшӗпе амӑшӗ, кӑтра, кӗрнеклӗ Кӗркурипе лутра, тӑпӑл-тӑпӑл Лисук, колхоз ӗҫне сиктермесӗр ҫӳресе, вӗсене, киле пӑхма ватӑсем е урӑхларах «няня» пулман пирки, час-часах хӑйсен тӗллӗнех пӑрахса хӑваркаланӑ (ку саланчӑк ялта кил-ҫурт шучӗ йывӑр хӗрарӑмӑн алли-ури пӳрнисен шутӗнчен те иртейменрен-ши, ача-пӑча сачӗ пирки никам та, нихӑҫан та ҫӑвар уҫман).

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Асли, Андрейки, ултӑ ҫулта, кӗҫӗнни, Аленки, пиччӗшӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ивановсен ҫемйинче икӗ ача — ывӑл тата хӗр — ӳснӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫулла, ялта пулса иртнӗ ку хӑрушӑ инкек.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчах «Ача-пӑча айванлӑхне пула» рубрикӑри чун-чӗрене сивӗ кӗл сапакан, хӗссе-чӗпӗтсе ыраттаракан пӗр статьяран ниепле те куҫӑмпа ҫӑмӑлттайла ӗппӗл-теппӗл, кавалери сиккипе тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк вӑшкӑнса, вӑйӑн-шайӑн йӗрлесе иртме хӑяймарӑм.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Паянхи кӑткӑс та тӗркӗш пурнӑҫӑн тӗрленчӗкӗсем, тӗнчери, Раҫҫейри, Чӑваш Енри е ырӑ, е усал, е сенсацилле, е ӑс-пуҫа ӳпне-питне ҫавӑракан путишле хыпарсем, ӳкерчӗксем, юлташла шарж, кроссворд — тем те пур унта.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫаврарах, вӑхӑт хухтарнӑ пичӗ, кӗрчесе, вӗтӗ-вӗтӗ пӗрӗмсемпе хупланнӑ, шупка.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Манпа юнашар, пулассинче хура-шур витӗр канлӗ ватлӑх ҫулне-йӗрне йӗрлекен тӗксӗм кӑвак куҫӗпе малалла тирӗнсе, ҫӑм ҫипрен ҫыхнӑ симӗс кофта тӑхӑннӑ, пуҫне чечеклӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑ тапчам хӗрарӑм, шӑл шурри те кӑтартмасӑр, шӑпӑрт итлерех ларса пырать.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чӗлхепе ваклашма, сӑмах вылятма мӑраннисем ҫӑварне шыв сыпнӑ, сӑмах урапине тӳлеккӗн, шеппӗн, сӑппӑн кустаракансем те пур.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Апла пулин те, вырӑссем калашле, тӑвӑр пулсан та, нихӑшин те тутине тӑсса пӑрт та мӑрт туни ҫук.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пассажирсенчен чылайӑшӗ ура ҫинче тӑрса пырать: «каштисем е ир вӑраннӑ билетлӑ кайӑксене» ҫеҫ тивӗҫнӗ-ши?

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Салонӗн шӑнӑҫӑвӗ пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнни пекех.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Капмар, ӗлккен «Икарус» автобус пӗр-ик хут пӑклатса, ватӑ вӑкӑр пек мӗкӗркелесе илчӗ те вырӑнтан тапранчӗ, унтан, тикӗс, ҫемҫен, пӗртемлӗ кӗрлесе, шыв сикки сассиллӗ Шупашкара хыҫа хӑварса, ялалла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Аттене — Тихомиров Николай Ивановича — яланах асра тытса.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed