Corpus of the Chuvash language

New

Сахарпа Тарье хыҫҫӑн тата темиҫе ҫын ташларӗ, унтан ташӑ-юрӑ шӑпланчӗ, хӑнасем каллех сӗтел хушшине ларчӗҫ, каллех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫу пуҫланчӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин янӑравлӑ уҫӑ сассипе ҫӗкленӳллӗ такмаксем каласа, ӗҫкӗ ҫине ҫӗпре хушать, пурте савӑнӑҫлӑн кулкаласа алӑ ҫупаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ кил хуҫипе арӑмӗ ташлаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра кӗҫӗн кин хуҫа арӑмӗ патне те ташласа пычӗ, урине тапса, пуҫне тайрӗ, ӑна, аллинчен тытса, упӑшки патне ҫавӑтса пычӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл кӑвакарчӑн пӗсехи тӗслӗ пустав костюмне кӑрт-карт турткаласа тӳрлетрӗ те хур аҫи пек пӑркаланса карта варрине тапӑртатса тухрӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗн тӑвӑн-ха, чӗннӗ хӑнасен кӑмӑлне хӑварма юрамасть.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович юрӑ-ташӑ юратакан ҫын мар.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ хӗрарӑмсемпе пӗрле арҫынсем те алӑ ҫупса ячӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин кил хуҫипе мӑшӑрне мухтаса тата темиҫе акмак каланӑ хыҫҫӑн йыснӑшӗ патне тапӑртатса пычӗ, икӗ урипе те тӑрс! тутарса, пуҫне тайрӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн йысна пит лайӑх, Мӗншӗн йысна теес мар.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпчӑк юрри пит лайӑх, Мӗншӗн шӑпчӑк теес мар.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑматтине хывса пушмак тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк кин, тӑпӑртик! тӑпӑртик! тутарса, ҫӗкленӳллӗ сасӑпа юрлать:

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑ ҫупакан хӗрарӑмсенчен пӗри: «Вӑт ҫапла, вӑт ҫапла!» тесе хавхалантарать.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн йысна пеккине Шырасан та тупас ҫук.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тваткал ҫаран чиккине Шырасан та тупас ҫук.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин текенни кӑкӑр ачине пӗр хӗрачана тыттарчӗ те хӑва хулли пек авкаланса, акӑш уттипе шукаласа, купӑсҫӑ умне тухрӗ, чӗкеҫ чӗлхипе такмакласа, ташлама пуҫларӗ:

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем тахӑш самантра урай варрине карталанса та тӑчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Купӑсҫӑ кӑтра пуҫне ухса илсе ҫӳлерех каҫӑртрӗ, урисене ҫӑмӑллӑн тапса, ташӑ кӗвви калама пуҫларӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасене юрлама, хуҫисене итлеме кӑмӑллӑ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑван йысни, намӑс курас мар та, Тӑван аппа, намӑс курас мар.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed