New
Унччен Гордейкина хӑйне курсан лайӑхчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Социализмлӑ реализм меслетне тӗпе хурса, юратупа хирӗҫӗвне тарӑнрах кӑтартса, ҫав материала тепӗр хут тӗплӗн, сӗтеклӗрех чӗлхепе ҫырмалла та — вуланмалли калав пулать те.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Калаври пекех.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий Пантиков ярса панӑ материалсенче, уйрӑмах юлашки пысӑк тӗрленчӗкӗнче, тепӗр калав ҫырмалӑх интереслӗ материал пурри сисӗнет: Андрей Гордейкина вӑл ҫав тери тарӑн та асра юлмалла сӑнласа кӑтартма пултарнӑ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлтӗрпе кӑҫал виҫӗ калав пичетлени те ҫавнах ӗнентерет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Редактора ларнӑранпа хаҫата ҫырманпа пӗрех, ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, Паркинӑн ӳлӗм писатель таранах ӳсес ӗмӗтне пӗртте катмасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав «пултаруллӑ маттурӗ» Гриша хӑй пулманни шӑпах ун ӑшне вӑркатрӗ те.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав хушӑрах хӑй шухӑшне те улӑштармарӗ: тем тесен те, Дина «ҫавӑнсӑр» пурӑнмастех, «ҫавӑнсӑр» пурӑнас килмен чухне вара пултаруллӑ маттур арҫынна питӗ кӗтет ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫитменнине, унпа пӗрле эрех ӗҫсе «ирӗкленмелли» лару-тӑрӑва час-час лекеймерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл юриех ҫав хӗрпе пӗрле районсене кайкаларӗ, анчах та, — ак тӗлӗнтермӗш! — Дина кирек хӑш тӗлпулура та комсомол ячӗ-сумӗпе чысӗ ҫинчен чунранах калаҫни ӑна «вӑл-ку шухӑша» тапратма та май памарӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Дина Митрушковӑпа «ҫывӑхланас» кӑмӑл та пурччӗ унӑн.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Атту, ӑҫтан пӗлес, тепри ӑна кун хыҫҫӑн качча тухмалла мар-и тесе ӗмӗтленӗ те…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗрре авланса курнӑскер, тепӗр хут халех авланма шутламасть вӑл, сых ятне куна, хӑй халех авланма шутламаннине, «юратуллӑ» тӗлпулусенче астутарма манмасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Апла-тӑк, Гриша Паркинӑн ҫакӑнпа туллин тата виҫипе вӑхӑтне пӗлсе усӑ курмалла.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллӑ ӗнтӗ, ҫамрӑк арӑмне урӑххи кирлӗ-тӗк, ытти хӗрсем-хӗрарӑмсем те — урӑххишӗн.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак улшӑну ӑна редактор пулма та, парти ретӗнче тӑма та, комсомол обкомӗн бюровне кӗрсе пленум-активсенче президиумра ларма та кансӗрлемерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ача-и — вӑл та кайран.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халех мар.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫемье-и — кайран.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнпа та арӑмӗ пӗр шӑв-шавсӑрах тухса кайнине хӑйне тиркени тесе шутламарӗ, хальхи саманара ҫавнашкал пурӑнмалла та терӗ.