New
Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗри-таврах тӗрлӗрен тырпул ҫитӗнекен уй, уй, уй…
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кунтан пӗр ял таврашӗ те курӑнмасть.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар икӗ урипе те лаша хырӑмне хӗстерчӗ, алӑри йӗвен аврине карт-карт! турткаласа илчӗ — янавар юртӑпа чупма пуҫларӗ, часах уй чиккине те ҫитрӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сылтӑмра, ыраш уйӗ урлӑ, йывӑҫ тӑррисем курӑнма пуҫларӗҫ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗлӗт татӑкӗ малалла шуса иртсен, каллех хӗвел урисем пӗҫертме пуҫлаҫҫӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсенчен пӗри-пӗри хӗвел тӗлне пулсан Сахар ҫине сулхӑн мӗлке ӳкет те, вӑл кӑкӑр тулли ассӑн сывласа илет, ӑна ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйӑнать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Таҫта тӳпере ҫӑмламас шурӑ упасем пек пӗлӗт кӳмерккисем ерипен шуни курӑнать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах та вӑл вӗсене аталанса кайма памасть, ытларах тӑван тавралӑха пӑхса, унӑн илемӗпе киленсе пыма тӑрӑшать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лаша ҫинче ларса пынӑ майӑн унӑн пуҫне тем тӗрлӗ шухӑш та пырса кӗрет, тахҫан пулса иртнисем те аса килеҫҫӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл нумай тӑмарӗ, лашипе калаҫа-калаҫах ун ҫине хӑпарса ларчӗ те малалла уттарчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашни виҫӗ тӗп кутӗнченех тап-таса та сип-сивӗ шывлӑ ҫӑлсем тапса тӑраҫҫӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗрин икӗ ытампа ҫавӑрса тытмалӑх сарлака хулӑн вулли хӑвӑллансах кайнӑ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакӑнта, таҫтан та таҫта ҫити саркаланса, виҫӗ ватӑ йӑмра ӳсет.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ, анлӑ уйӑн шӑп та лӑп варринче, Сӗре хӗрринче, ем-ешӗл курӑк ӳсекен айлӑмлӑ вырӑн пур.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр тухнӑ-тухнах уй таврах ҫаврӑнса килем-ха тесе, Сахар лаши ҫине утланса ларчӗ те ӑна малалла уттарчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вара темиҫе пӗрчине чӗлхи ҫине хурса чӑмласа пӑхрӗ те хӑй тӗллӗнех: «Пиҫнӗ, ыранах вырма тухмалла», — терӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан ывӑҫӗнчен пӗр пӗрчине илсе авса пӑхма тӑчӗ — вӑл патах хуҫӑлчӗ.