Corpus of the Chuvash language

New

Дина ӑна малтан чӑннипех килӗштернӗччӗ вӗт-ха, качча хӑй те, ун кӑмӑлне ҫавӑрса, ун патнелле юрату хӗмӗпе туртӑннӑ-тӑк, Дина ӑна пӗр иккӗленмесӗрех качча тухӗччӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Атту хӗр текех Сӑрҫие килеймӗ те — Валерие ҫакна пӗлтерсен те ытлашшиех пулмӗ, ҫыхӑнӑва татмӑпӑр тейӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кӗҫӗрлӗхе хӑть унпа, ӑна хӗр вырӑнне ҫеҫ хурса, уҫҫӑн-ӑшшӑн калаҫса лартӑрччӗ!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вара унӑн кӑмӑлне, чунӗ-чӗрин вӑрттӑнлӑхне пӗлӗччӗ, ун хуйхипе ӗмӗтне тӗп-тӗрӗс курӗччӗ; кӗҫӗр хӑть йӑлтах уҫӑлтӑрччӗ ҫав качча Дина умӗнче!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫук, тӗл пулнипех ҫырлахас килмест, ҫак каччӑпа гостиницӑри пӳлӗмре, сӗтел ҫине мӗн кирлине йӑлт кӑларса лартса, ҫӗрӗпех улаххӑн калаҫса ларас килет.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тӗрӗссипе, ӑна мар, — ҫакӑн сӑлтавне Дина хӑйне хӑй те ӑнлантараймасть, — Валерие курса калаҫас килчӗ унӑн.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кунта та ҫук иккен.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Гриша Паркин та Сӑрҫие килнӗ терӗҫ, хӑйне вара ҫаплах кураймарӗ-ха.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫынсем кинона кӗреҫҫӗ, теприсем алкумӗнче калаҫса тӑраҫҫӗ, анатри урамран купӑс сасси илтӗнет.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Дина Культура ҫуртне кайрӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку шухӑш патне вӑл миҫе хут тав-рӑнмасть-ши, Пантиков вырӑнӗ партипе комсомол аппаратӗнче мар.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫапах та ҫав каччӑ ӑна, Сӑрҫие пуҫласа килекенскере, кӗтсе илекенни, кайран вара, ун туйӑмне вӑйлатса, вӑл обком инструкторӗ ҫеҫ мар, тунсӑхлама пултаракан хӗр те иккенне астутарсах тӑраканни пулчӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫак Валерий пуласлӑхне сӑнаса-курсах тӑрӗ, паллах, май килсен вара пулӑшӗ те.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вырӑнӗ те, ҫыннисем те лайӑх кунта — вӗсемпе нихҫан та ҫыхӑнӑва татмӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Сӑрҫие, Айхалинсем патне кӑшт каярахпа, обкома пысӑкрах вырӑна таврӑнсан кӑна, ҫӳрӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Шупашкар ҫывӑхӗнчи комсомол райкомӗнче пӗрремӗш секретарь вырӑнӗ пушанассине пӗлсен, Митрушкова ним иккӗленмесӗр каларӗ: хӑйне унта сӗнччӗр ҫеҫ — ҫеккунтлӑха та турткаланса тӑмӗ, ҫӗнӗ вырӑнта «обком политикине пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн» вӑй-халне шеллемӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Паҫӑр Дина обкомри Светланӑпа телефонпа калаҫса илнӗччӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тӗрӗс турӗ вӑл, Эрхипе Валерий пирки тӗрӗс мар каласа.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫук, ҫук, Вӑрманкас республикипех палӑрнӑ «Шуҫӑм» колхозри пӗр бригада ҫеҫ иккенне те, каччӑна хӑйне ҫитес шӑматкун райком бюровӗн анлӑ ларӑвӗнче хытах ятласа ҫирӗп наказани парассине те шута илмеллех.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗрех хут Валерин кӗҫӗрех Вӑрманкаса каймалла марччӗ-ши?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed