Corpus of the Chuvash language

New

Халӗ Александр Егорович аллӑ ҫул тултарчӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫавна шута илсе ӗнтӗ ӑна иртнӗ суйлавра Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Александр Алга — пирӗн вулакансем юратакан, хӑйӗн творчестви енӗпе пӗрмай ӳссе пыракан, халӑх интересӗсемшӗн чунне парса ӗҫлекен талантлӑ писатель.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кунсӑр пуҫне, Алга час-часах хаҫат-журналсенче кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе публицистикӑллӑ статьясем ҫырать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Украина чӗлхинчен чӑвашла ӑна Алга куҫарнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Акӑ, ҫак ҫитес кунсенчех Чӑвашсен кӗнеке издательствинче Украина писателӗ Юрий Збанацкий ҫырнӑ «Ҫеҫпӗл» (Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен) роман тухать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

А. Алга хӑй те ытти халӑхсен писателӗсем ҫырнӑ кӗнекесене чӑвашла сахал мар куҫарнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пӗлтӗр Мускаври «Советский писатель» издательствӑра унӑн вырасла «На новой Волге» ятлӑ сӑвӑсен сборникӗ тухрӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Унӑн чылай произведенийӗсене вырӑсла, украинла, белорусла, тутарла тата ытти чӗлхесене куҫарнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кӗскен каласан, Александр Алта хӑйӗн творчествинче ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тӑвать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чӑн та, вӗсенче ҫитменлӗхсем те пур-ха, анчах хуть те мӗнле ӗҫе те чӑн малтан, нимӗнле опытсӑр пуҫласа янӑ чухне унсӑр пулмасть ӗнтӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫак оперӑсен литературӑллӑ либретисене иккӗшне те Александр Алга ҫырнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пирӗн халь ӗнтӗ хамӑрӑн чӑваш оперисем пур, икӗ ҫул хушшинче эпир музыкӑпа драма театрӗн сцени ҫинче умлӑн-хыҫлӑн икӗ опера куртӑмӑр — «Шывармань» тата «Хамӑрял».

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Юлашки ҫулсенче Александр Егорович тата музыкӑллӑ драматурги жанрӗпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Повеҫри сӑнарсем нумайлӑха асра юлаҫҫӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Лира» повеҫре совет воинӗсен мораллӗ тасалӑхне пит аван кӑтартнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Темӗн те тӳсме тивет ҫав хӗрсен, анчах ҫапах та вӗсем хӑйсен этем тивӗҫӗпе чысне ҫухатмаҫҫӗ, май килнӗ таран кӗрешеҫҫӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Геройсен темле йывӑр условисене лекмелле пулсан та, вӗсен умне калама та ҫук пысӑк йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан та — вӗсем хуҫӑлмаҫҫӗ, юлашкинчен пурӗ пӗр ҫӗнтереҫҫӗ, «Ютра» повеҫре сӑмах фашистсем чуралӑха хӑваласа кайнӑ виҫӗ хӗр ҫинчен пырать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӗсен темисем те, автор усӑ курнӑ материал та пӗр-пӗринчен аякра тӑраҫҫӗ, анчах вӗсене пӗр кӑмӑл, пӗр тӗп тема пӗрлештерсе тӑрать, вӑл — этеме ӗненни, ӑна юратни.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed