New
Мӗн, чылайӑшӗ икӗпитленнине чунупа йышӑнаймарӑн-им?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку вӑл, ачам, шартлама сивӗре кивӗ трактора тапратса ярасси е ним айӑп ҫук ҫӗртех Сӑрҫи тӗрминче темиҫе талӑк апатсӑр ларасси мар вӗт-ха…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Нивушлӗ ҫакӑ та йывӑрччӗ саншӑн?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑвна килӗшнӗ пек пурӑн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑвӑнтан ҫӳлерех ларакан ҫын, темле тӑмсай-усал е таса мар пулсан та, хӑвна йӗркеллӗ те таса пулма хушнине шӑппӑн итлесе тӑмаллаччӗ, капла тума ним вӑйӗ те кирлӗ марччӗ-ҫке: тӑр та итле ҫеҫ, лешӗ вӗрентсе пӗтерсен «юрать!» тесе пӑрӑн та ут, кайран ху шухӑшланӑ пекех ту.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӳсмеллеччӗ санӑн, ачам, чӑтмаллаччӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Парти пленумне е чаплӑ уява чыслӑн кӗтсе илесчӗ!» тесе сӑмах калама ҫав териех кансӗрччӗ-и?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каласам, ачам, ҫав териех йывӑрччӗ-им сана «партипе правительствӑна пысӑк тав!» тесе кӑшкӑрма?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн, йывӑрччӗ-и сана «Айхалин тӗрӗс калать! Айхалин лайӑх ертсе пынипе мала каятпӑр!» тесе ҫӳреме?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Йӑпӑлтатни, пуҫлӑхсене юрани, хӑв шухӑшна хӑвӑнтан пытарса усрани ҫеҫ ҫитеймерӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Санӑн, ачам, ҫакӑн валли йӑлтах-веҫех пурччӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лукка Миколӗ йӗрсе калаҫрӗ, куҫҫулӗ сассипе пӗрле тухнӑран куҫӗсем тип-типех юлчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пурӑнма пӗлнӗ-тӗк, чылай орден-медаль ҫакса ҫӳреттӗн, республикӑри хаҫатсенче ҫыратчӗҫ сан ҫинчен… —
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пурӑнма пӗлнӗ-тӗк, ыттисем пекех пурӑннӑ-тӑк, паллӑ инженер-механиках пулаттӑн; нихӑш ӗҫре ӳркенмерӗн эс, нимле ӗҫрен те пӑрӑнмарӑн, кирек те мӗнле ӗҫе чунтанах тӑрӑшса туса пытӑн…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эпӗ пӗлессе, виҫӗ юрӑхсӑр трактора хӑвӑн аллупа ӗҫе юрӑхлӑ турӑн, чылай вӑхӑт никам ним тӑвайман экскаватора никам пулӑшмасӑр чун кӗртме пултартӑн…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лайӑх вӗреннӗскер, татах вӗренсе, района ертсе пыраканнисенчен пӗри пулаттӑнах эс.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ыттисем пекех, пуҫна пӗксе, пуҫлӑхсем умӗнче авӑнса ҫӳремеллеччӗ санӑн — вара нумай мала каяттӑн, пысӑк ҫынах пулаттӑн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шалккӑ, пурӑнма кӑна пӗлеймерӗн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫапла, ачам, турӑ сана лайӑх тӑнпа сывлӑх пачӗ, турӑ сана пултарулӑхпа ӗҫченлӗх пачӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӑртаклӑха шӑпланса сывлӑш ҫавӑрса илсен, Лукка Миколӗ малалла каларӗ: