New
Ҫакӑ вӑл яланах пысӑк юрату ҫинчен ӗмӗтлентерекен вӗри те чарусӑр ҫамрӑклӑх.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ ярса илет…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Санӑн ҫунатсӑрах сывлӑша вӗҫсе, чӑмса хӑпарас килет, ҫӳлтен аяла та мар, аялтан ҫӳле чӑмас килет!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Тем тӗрлӗ пархатарлӑ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ чунра, санӑн кама та пулин чӗнес килет, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем калас килет, ҫупӑрлас килет.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫамрӑк ут-пӳре ҫӑмӑл та сывӑ юн вылять, чечекленекен ҫурхи тӗнче сан тавра йӑлтӑркка курӑнать.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эсӗ куҫна хупатӑн та пӗр самантра тӗлӗкри пек пулса каятӑн.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
…Ҫуркунне ҫеҫкеллӗ сада тухсан, санӑн чӗрӳнте ху та лайӑх ӑнланайман туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ, сана питӗ хаваслӑ, ҫӑмӑл туйӑнса каять.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ ҫамрӑк мар, Евгений, анчах ҫамрӑклӑх мӗнне лайӑх астӑватӑп, апла пулсан, пачах та ватӑ мар.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пирӗн шанчӑк, пирӗн ӗмӗтсем, эпир кӗтни, юлашкинчен ҫакна пӗтӗмпех пӗр сӑмахпа калас пулсан (ҫав сӑмах — туйӑм) — пирӗн икӗ ҫыннӑн пӗрле пӗрлешнӗ пӗр туйӑмӗ кашни тӗлпулу хыҫҫӑн чакма кӑна мар, ӳснӗҫем ӳссе кӑна пынӑ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ пачах та улталанман: ку вӑл таса хӗрӗн кӗске самантлӑх ҫӗкленӗвӗ мар, ку вӑл — унӑн ҫӗр ҫуллӑх, пин ҫуллӑх ҫӗкленӗвӗ пулнӑ!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫавӑн пек самантсенче унӑн йӑваш сасси, тарӑн та ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫӗсем, чӗтрекен черчен аллисем тата вӑл темӗнле вӑрттӑн пек хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама пуҫлани — ҫакӑ пӗтӗмпех мана пуҫ ҫаврӑнса каймалла телейлӗ тӑватчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ ӑна ҫупӑрлаттӑм, унӑн вӗри аллисене ҫирӗп чӑмӑртаттӑм, ӑна, икӗ алӑпа питҫӑмартисенчен тытса, куҫӗнчен пӑхаттӑм, кайран таҫта, тӗттӗмелле тинкерсе, анчах пӗрре те тинкермесӗр, йӑл-йӑл кулаттӑм.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пӗрне-пӗри пирӗн пек хытӑ юратакансем тӗнчере урӑх пулнӑ-ши?
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпир Аньӑпа кашни кун тенӗ пекех питӗ тӑтӑш тӗл пулаттӑмӑр.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ, общежитире пурӑнакан пӗрремӗш курс студенчӗ, вӗсен хваттерне час-часах кайкалаттӑм, Аня мана хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе «ҫывӑх юлташ» тесе паллаштарнӑччӗ тата ӑҫта, мӗнле паллашнине каланӑ: чӑваш ҫӗршывӗнче, Зоя аппӑшӗ пурӑнакан ялта.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Аня ашшӗ пӗр заводра директорта ӗҫлетчӗ, амӑшӗ — учительница, вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑках марччӗ ӗнтӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ку вӑл — 1949 ҫул пулать.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ Ленинградри консерваторие кӗтӗм, Аня — театральнӑй института.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
…Эпӗ Шупашкарта музыка училищи пӗтерсен, — малалла тӑсрӗ Мосальский, — Аня Ленинградра вӑтам шкул пӗтерчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.