New
Ярар, ярар, бирербес, — тесе, тутар хӗрарӑмӗ Хрестук аллинчи витрине илсе кӗрсе кайрӗ, кӗҫех унпа чӑп-тулли сӗлӗ ҫӗклесе тухрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Хветут кызы мӑн-и?
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ана хирӗҫ шалпар хӗрлӗ йӗм пӗҫҫисене кӑларса янӑ вӑтам ҫулхи хӗрарӑм йывӑҫ пушмакпа шаплаттарса тухрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хрестук тутар килӗн ҫил хапхинчен кӗрсе кайрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урама кӗрсенех Мӑҫтук чарӑнса тӑрса ҫамки ҫинчи тарне шӑлчӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урапа туртса пыракан ҫинҫешке вӑрӑм йӗкӗт — Хветутӑн аслӑ ывӑлӗ Мӑҫтук, хыҫалтан пыраканни унӑн йӑмӑкӗ Хрестук пулчӗҫ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Апла пулин те куҫа ачашлакан кӑмӑллӑ пит-куҫӗпе хӑва пек пиҫӗ кӗлетки, тӳрӗ те кӗрнеклӗ урисен ярӑнуллӑ утти ӑна ҫав-ҫавах ытарайми хитре кӑтартаҫҫӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрачан тутӑрӗ айӗнчен шурӑ ҫамки ҫине кӑтраланса тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, тап-таса сенкер куҫӗсем, ҫинҫешкерех тӳрӗ сӑмси, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк тути ун ҫийӗнчи тумтирӗпе ниепле те килӗшеймеҫҫӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫине вӑл кантӑр пирӗнчен ҫӗленӗ улача кӗпе тӑхӑннӑ, тӗсӗ кайнӑ хура саппун ҫакнӑ, пуҫне кӑвак ҫитсӑ тутӑр ҫыхнӑ, пански чӑлха ҫинчен пушӑчӗ сӳслене пуҫланӑ ҫӑпата сырнӑ, аллинче — тутӑхса кайнӑ тимӗр витре.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урапа хыҫӗнче — хӗрача.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна тулли михӗ ҫумне тӗртӗнтерсе лартнӑ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тепринне, ҫурри яхӑн ҫеҫ тулнине, анине те ҫыхман.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урапи ҫинче — пӗр тулли михӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй йӗп-йӗпе тар пулнӑ, кивелсе кайнӑ кӗпине йӳле янӑ, урисене аран сӗтӗрсе утать.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӳлтен икӗ кустӑрмаллӑ урапа туртнӑ йӗкӗт анаталла анать.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тутар Яшмин ҫурҫӗр енчи вӑрӑм урамӗ тӑвалла хӑпарса каять.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хаваслӑ ачасем пулӑ пӗҫерме кӑвайт патне васкарӗҫ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапла, Хӗлип мучипе унӑн кӳршисем икӗ-виҫӗ сехет хушшинчех пӗр лав пулӑ турттарса кайрӗҫ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑвайт ҫинче пӗҫерсе ҫийӗр, — тет вӗсене хӗпӗртесе кайнӑ Хӗлип мучи.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ваккисене хӑвӑр валли илӗр.